08:21 27 сентября 2017 г.
Хисеплĕ воспитательсем, шкул çулне çитмен ача-пăча учрежденийĕсенче ĕçлекенсем, çак ĕçĕн ветеранĕсем!
Сире пурне те хăвăрăн професси кунĕпе чун-чĕререн саламлатпăр.
Шкул çулне çитичченхи тапхăр - кашни çыннăн пурнăçĕнче пысăк пĕлтерĕшлĕ, мĕншĕн тесен шăпах çак вăхăтра ача мĕнле аталаннинчен килет те ĕнтĕ унăн шăпи малалла мĕнле пуласси. Эсир вара вĕсем тăван тавралăха, тăвен çĕршыва юратчăр, аслисене хисеплеччĕр, туслăха упраччăр, пĕр-пĕрне пулăшма, ырă ĕçсем тума хăнăхчăр тесе тесе сахал мар тăрăшатăр. Мĕн чухлĕ чăтăмлăх, иксĕлми юрату кирлĕ сире çак ĕçре. Сирĕн вара çак ырă туйăмсем кашни ача валлиех çитет. Тавах сире çакăншăн.
Районта ачасем пур енлĕ аталанса ÿсчĕр тесе мĕнпур условисене туса пама тăрăшатпăр. Ача сачĕсене юсаса хăт кĕртме, вĕсенче ăшă пултăр тесе район бюджетĕнчен сахал мар укçа-тенкĕ уйăратпăр. Çак таранччен 7 шкулпа ача садĕнче пĕчĕк котельнăйсем туса лартрăмăр. Кăçал тата 2 ача садĕнче çак енĕпе реконструкци туса ирттеретпĕр.
Эсир районти, республикăри, тĕрлĕрен конкурссене хутшăнни, пултарулăхпа палăрни пире савăнтарать. Кăçал республикăри грант çĕнсе илнĕ 9 ача садĕнчен пирĕн районти «Путене» ача сачĕ пулни те эсир хăвăр ĕçе юратса пурнăçлани çинченех калать.
Пурне те сире çирĕп сывлăх, ĕçĕрте ăнăçу, çемьере юратупа килĕшÿ, тулăх пурнăç сунатпăр.
Район пуçлăхĕ – депутатсен районти
Пухăвĕн председателĕ И.В. Николаев.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ Р.Н. Тимофеев.
Моргаушский район Чувашской Республики