Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Поздравление главы района-Председателя районного Собрания депутатов И.В. Николаева и заместителя главы администрации района В.Г. Никитина с Днем физкультурника

11:35 10 августа 2017 г.

Хисеплĕ физкультурниксем, спортсменсем, спортпа туслă ентешсем, спорт юхăмĕн ветеранĕсем! Хаклă çыннăмăрсем!

 

 Сире пурне те Физкультурниксен кунĕ ячĕпе ăшшăн саламлатпăр.

Физкультурăпа спорт пирĕн сывлăха, кăмăла çирĕплетме пулăшаççĕ. Сывлăхлă, çирĕп чунлă çынсем вара нимĕнле йывăрлăхран та хăраса тăмаççĕ, çитĕнÿ хыççăн çитĕнÿ тăваççĕ. Кун пек чухне районти кашни отрасль йĕркеллĕ аталанса пырать.

Ачасем мĕн пĕчĕкрен спорта юратса ÿсчĕр тесе районта условисем туса пама тăрăшатпăр. Юлашки   4 çулта 7 шкулта спортзалсене тĕплĕн юсарăмăр.

Юлашки çулсенче çамрăксем уйрăмах спортпа туслă пулни пире савăнтарать. Хăйсем пуçарнипе тĕрлĕрен спорт площадкисем те тăваççĕ вĕсем.

Аслă ăрури çынсем те районта пулса иртекен ăмăртусене хастар хутшăнаççĕ. Çапла майпа çитĕнекен ăрушăн ырă тĕслĕх пулса тăраççĕ.

Районта вара спорт ăмăртăвĕсем сахал мар иртеççĕ. Йăлана кĕнĕ ăмăртусем хушшинче çĕннисем те сахал мар. Çакă пирĕн районти çамрăксене республикăра, Раççей шайĕнче иртекен ăмăртусене хутшăнма кăна мар, малти вырăнсене тухма пулăшаççĕ.

Пурне те çирĕп сывлăх, тулли телей, вăрăм ĕмĕр сунатпăр. Малашне те ĕçре те, спорта та çитĕнÿсем пулсах тăччăр. Спорт сирĕнтен кашниншĕнех çывăх тус пулса тăтăр.  Çемьере юратупа килĕшÿ хуçалантăр.

Район пуçлăхĕ – депутатсен районти

 Пухăвĕн председателĕ                                                  И.В. Николаев.

Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ -

капиталлă строительство тата

 обществăлла инфраструктурăна

 аталантарассипе ĕçлекен пай  ертÿçи                             В.Г. Никитин 

Моргаушский район Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика