Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Поздравление главы района-Председателя районного Собрания депутатов И.В. Николаева и заместителя главы администрации района В.Г. Никитина с Днем строителя

09:58 10 августа 2017 г.

Хисеплĕ строительсем тата çак ĕçĕн ветеранĕсем!

 Сире пурне те хăвăрăн професси уявĕпе чун-чĕререн саламлатпăр.

Питĕ кирлĕ те пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕç тăватăр эсир. Эсир тăрăшнипех районта çулсеренех çĕнĕ çуртсем, социаллă объектсем  çĕкленеççĕ. Эсирех  вĕсене юсаса хăт кĕртетĕр. Хăвăрăн тăрăшуллă ĕçпе район экономикине çирĕплетнипе пĕрлех çынсен пурнăç шайне хăпартма пулăшатăр, вĕсене савăнăç парнелетĕр.  

 Çавăн пекех эсир çул тăвассипе тата юсассипе те сахал мар ĕçсем туса ирттеретĕр. Кăçал та районта ялсем хушшине вак чул сарса çул тăвас ĕç малалла пырать. Çавăн пекех район «Хăрушлăхсăр пахалăхлă çул» федераллă программăна  хутшăнать. Унпа килĕшÿллĕн «Мăн Сĕнтĕр-Мăн Хураçка -  Ишмула» çула 7 км тата «Волга-Вормой» çула 1,7 км тăршшĕ юсаççĕ.

Унсăр пуçне çĕнĕ çуртсене çутçанталăк газне  кĕртессипе  те сахал мар ĕç тăватăр.

Тавах сире района аталантарас ĕçре ырми-канми тăрăшнăшăн. Малашне те хăвăр тивĕçĕре чун-чĕре хушнă пек пурнăçласса шанатпăр. Сире çак ĕçре ăнăçусем сунатпăр. Сывлăхăр çирĕп, кунçулăр вăрăм та телейлĕ пултăр. Çемьере яланах тулли пурнăç, килĕшÿ пултăр.

 

Район пуçлăхĕ – депутатсен районти

 Пухăвĕн председателĕ                                                             И.В. Николаев.

 

Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ -

капиталлă строительство тата

 обществăлла инфраструктурăна

 аталантарассипе ĕçлекен пай  ертÿçи                                            В.Г. Никитин 

Моргаушский район Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика