Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Мулкачкассинче ял уявè савăнăçлă иртрè

08:30 09 августа 2017 г.

Чăваш  халăхèн  ырă йăла йèркисене  малалла тăсса Оринин ял тăрăхне  кèрекен Мулкачкассинче те мал èмèтпе пурăнаççè те, èçлеççè те.  Çакна вара вырсарникун августăн 6-мèшèнче ял-йышпа пуçтарăнса ял уявне савăнăçлă  ирттерни тепèр хут çирèплетсе пачè. Ăна вара кăçалхипе пиллèкмèш  хут уявларèç. Ял уявне депутатсен район Пухăвèн депутачè, ял старости В.А.Калинин уçрè. Вăл иртнè çулталăк хушшинче туса ирттернè èçсемпе паллаштарчè.  Мулкачкасси урамèсене тирпей-илем кèртессипе чылай тăрăшма тивнè. Çак èçре уйрăмах палăрнисем Тав Хучèсемпе чысларèç.  Уяв ячèпе  Мулкачкассисене  район пуçлăхè  И.В.Николаев, Оринин ял тăрăхèн пуçлăхè С.В.Бардасов, ял тăрăхèн депутаче В.Г.Иванов,  ветерансен канашèн ертўçи  В.И.Вязов, «Росгосстрах» Муркашри уйрăмèн   ертўçи Е.Ю.Быкова  ăшшăн саламларèç.

Уява Мулкачкасси клубè çумèнче  йèркеленнè  «Пучах» ушкăн», «Стилляги» ташă ушкăнè, Хорнуй ял клубè çумèнчи «Кèсми кинèсем», чăваш эстрда çăлтăрèсем  А.Анисимов тата тата Н.Кузьмин  хăйсен илемлè юрри-ташшипе савăнтарчèç.  Уявра тèрлè спорт вăййисем те иртрèç.  Ял ачисем вара карусельпе ярăнчèç тата батут çинче сиксе  савăнчèç.  Мулкачкассисем ял уявне ирттерме пулăшнăшăн  уйрăм предпринимательсене Н.А.Кожевникова тата  Э.О.Воробьёвăна,  «Восток» хуçалăха тав сăмахè калать. 

                                                                                                                                                                                                                                                А.Налимова, Мулкачкасси клубèн ертўçи

Территориальный отдел "Орининский" Управления по благоустройству и развитию территорий Моргаушского муниципального округа

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика