Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Поздравление главы района-Председателя районного Собрания депутатов И.В. Николаева и главы администрации района Р.Н. Тимофеева с Днем семьи, любви и верности

15:24 06 июля 2017 г.

Хаклă ентешĕмĕрсем!

Сире пурне те Çемье, юрату тата шанчăклăх кунĕпе саламлатпăр.

Çемье кашни çыннăн пурнăçĕнче тĕп вырăн йышăнать. Килте юратупа килĕшÿ пулсан, пĕр –пĕрне ăнлансан, ĕç те ăнсах пырать. Туслă çемьере ачасем те хăйсене телейлĕ туяççĕ, тăван килте ашшĕ-амăш çумĕнче вĕсем ыррине вĕренсе, ĕçре пиçĕхсе, яваплăха туйса ÿсеççĕ, ватта хисеплеме, кĕçĕннисене пулăшма вĕренеççĕ, пурнăçра хăйсене çирĕп туяççĕ:.  Çемьере ачасем Раççейĕн чăн-чăн гражданинĕсем пулса çитĕнеççĕ. 

Пирĕн çĕршывра ачаллă çемьесене пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Вĕсене патшалăх шайĕнчен паракан çăмăллăхсем те çакăн çинченех калаççĕ:

Çемьери телей вара пирĕнтен хамăртанах килет. Пĕр-пĕрне юратнипе, хисепленипе пĕрлех пирĕн пĕр-пĕрне каçарма   та пĕлмелле, ачасемшĕн ырă тĕслĕх пулмалла. Çак уява халалланă Петрпа Февроний пек пек пирĕн те ĕмĕр-ĕмĕр пĕр-пĕрне юратса, хисеплесе пурăнасчĕ.  Савăнăçра та çемьепе пĕрле пуласчĕ, йывăрлăхсене те пĕрлех çĕнтересчĕ.

Тав сăмахĕсене  урăх çемьесенчи ачасене  ашшĕпе амăш юратăвне паракан çемьесене калас килет.

Пĕр-пĕринпе ĕмĕр юратса, килĕштерсе пурăнакан çемьесем вара паян çемье чăмăртакансемшĕн ырă тĕслĕх пулса тăччăр.

Пурсăра та çирĕп сывлăх, телейлĕ вăрăм кунçул сунатпăр. Ĕçĕрсем  те яланах ăнсах пыччăр. Тăван кил, çемье яланах чун туртнă вырăн пултăр. Юратăр пĕр-пĕрне, ачăрсен савăнтарса кăна тăччăр, вĕсен пурнăç çулĕ те уçăлсах пытăр.

 Район пуçлăхĕ – депутатсен районти

 Пухăвĕн председателĕ                                                  И.В. Николаев.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ                                   Р.Н. Тимофеев. 

Моргаушский район Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика