Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Поздравление Главы администрации района-Председателя районного Собрания депутатов И.В. Николаева и главы администрации района Р.Н. Тимофеева с Международным днём кооперативов

09:01 30 июня 2017 г.

 

Потребкооперацин хисеплĕ ĕçченĕсем, çак ĕçĕн ветеранĕсем!

 

Сире Пĕтĕм тĕнчери коопераци кунĕ ячĕпе чун-чĕререн саламлатпăр.

Эсир районта пурăнакансене куллен кирлĕ таварсемпе тивĕçтеретĕр, вĕсене тĕрлĕрен пулăшусем паратăр. Çулсеренех магазинсенче таварсен  ассортименчĕ, обществăлла апатлану предприятийĕсенче менюсем пуянланса пыни те, вырăнта продукцисем кăларса сутни те  эсир хăвăр ĕçе пысăк яваплăхпа пурнăçлани çинчен калать.

Çав хушăрах суту-илÿ, обществăлла апатлану предприятийĕсене тĕплĕн юсама, çĕнĕ оборудованисем илме, çĕнĕ объектсем тума та майсем тупатăр.  Çапла майпа çĕнĕ ĕç вырăнĕсем туса паратăр ял çыннисене.  Тавах сире районăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвне çирĕплетме пулăшнăшăн.

Пурне те çирĕп сывлăх, телей, вăрăм ĕмĕр сунатпăр. Ĕçĕрсем малалла та ăнсах пыччăр. Çемйĕрсенче килĕшÿпе юрату, тулăх пурнăç пултăр.

Район пуçлăхĕ – депутатсен районти

 Пухăвĕн председателĕ                                                  И.В. Николаев.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ                                   Р.Н. Тимофеев. 

Моргаушский район Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика