Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Поздравление Главы района - Председателя районного Собрания депутатов И.В. Николаева и главы администрации района Р.Н. Тимофеева с Днем медицинского работника

09:12 16 июня 2017 г.

Хаклă медицина ĕçченĕсем, çак ĕçĕн ветеранĕсем!

Сире çывхарса килекен хăвăрăн професси кунĕ ячĕпе чун-чĕререн саламлатпăр.

Пурнăçпа сывлăхран хакли нимĕн те çук çĕр çинче. Эсир вара çынсене сыватас тесе кунне-çĕрне пĕлмесĕр ĕçлетĕр. Инкеке лекнĕ çынсем патне вăхăтра çитсе, вĕсене вилĕмрен çăлатăр. Уявра та, канмалли кунта та, йĕпе-сапара та канăç çук сирĕн. Кашни çын валлиех сирĕн ăшă сăмах та, кирлĕ сĕнÿ те тупăнать. Çапла вара эсир чирлисене сыватнипе пĕрлех вĕсене малалла хавхаланса пурăнма шанчăк, вăй-хăват паратăр.   Эсир чир-чĕре вăхăтра тупса палăртассипе те, çынсем хăйсен сывлăхне упраччăр тесе профилактика ĕçне ирттерессипе те нумай  тимлетĕр.  Тавах сире хăвăр ĕçĕре пысăк яваплăхпа пурнăçланăшăн, чун ăшшипе ырă кăмăлăршăн, районăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвне пысăк тÿпе хывнăшăн.

Эсир малашне те хăвăрăн тивĕçĕре чун-чĕре хушнă пек пурнăçласса шансах тăратпăр. Малашне те ĕçĕрсем ăнсах пыччăр, мĕн ĕмĕтленни пурнăçа кĕтĕр. Çынна ырă туни хăвăр патăра та ырăпах таврăнтăр.

Хăвăрăн та сывлăхăр çирĕп пултăр. Кунçулăр вăрăм та телейлĕ килтĕр. Çемьере юратупа килĕшÿ пултăр.

Район пуçлăхĕ – депутатсен районти

Пухăвĕн председателĕ                                                  И.В. Николаев.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ                                  Р.Н. Тимофеев. 

Моргаушский район Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика