08:32 26 мая 2017 г.
Хаклă предпринимательсем, çак ĕçĕн ветеранĕсем!
Сире пурне те Раççейри предпринимательство кунĕпе саламлатпăр.
Çак уяв маттур та пултаруллă, пуçаруллă та ответлăха туякан çынсен уявĕ. Çак сферăра ĕçлекенсен йышĕ пирĕн районта çулсеренех ÿссех пырать. Паян район экономикине аталантарас ĕçре вăй хуракансенчен çуррине яхăн шăпах пĕчĕк тата вăтам предпринимательствăра хăйсен вырăнне тупнă. Эсир халăха тĕрлĕ таварсемпе тивĕçтернипе пĕрле нумай енлĕ пулăшусем паратăр. Çĕнĕ объектсем уçса, çĕнĕ ĕç вырăнĕсем туса паратăр.
Эсир районăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвне пысăк тÿпе хыватăр. Тавах сире тăрăшуллă ĕçшĕн.
Малалла та мĕн палăртни пурнăçлансах пытăр. Пурсăра та çирĕп сывлăх, телейлĕ вăрăм кунçул сунатпăр.
Район пуçлăхĕ – депутатсен районти
Пухăвĕн председателĕ И.В. Николаев.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ Р.Н. Тимофеев.
Моргаушский район Чувашской Республики