00:00 09 июня 2003 г.
Кашни кунах социаллă хÿтлĕх пайĕн пособисемпе тивĕçтерекен уйрăмĕн специалисчĕсем вунă е ытларах та çынна йышăнаççĕ. Çынсем тĕрлĕ ыйтусемпе килеççĕ. Тишкерÿ-пĕтĕмлетÿ тунă тăрăх, юлашки вăхăтра уйăхсерен паракан ача пособине, ачана пăхнăшăн паракан пособие илес ыйтусене уçăмлатма килекенсем ытларах. Кашни çыннах тимлĕ итлеççĕ, вăл е ку ыйтăва татса пама пулăшаççĕ. Кирлех пулсан, пособисем илмешкĕн мĕнле документсем хатĕрлесе тăратмаллине список туса çырса параççĕ.
Социалă хÿтлĕх пайĕ тĕрлĕ енлĕ пособисемпе тивĕçтерсе пырать. Пособи илекенсем хушшинче тĕрлĕ категорири çынсем пур. Акă, çулталăкăн малтанхи пилĕк уйăхĕнче ача пособине пĕтĕмпе 3119,7 пин тенкĕлĕх тÿленĕ. Асăннă укçана 8274 ачашăн 4824 ашшĕ-амăшне панă. Ача çуратма хатĕрленнĕ тата çуратнă хыççăн паракан пособисемпе 37 хĕрарăма тивĕçтернĕ (51,7 пин тенкĕлĕх). Ачана çулталăк çурă тултариччен пăхнăшăн пособи илекенсем паянхи куна районĕпе 33 çын, вĕсене çулталăк пуçланнăранпа 151,4 пин тенкĕ тÿленĕ. Ача çуратнăшăн пĕр хут паракан пособие 29 çын 130,5 пин тенкĕлĕх илнĕ.
Тĕрлĕ сăлтавсене пула кăçал 55 çын санаторипе курорт путевкисемпе усă курайманшăн 47,1 пин тенкĕ компенсаци илчĕç. Вăрçă инваличĕсемпе ачаран инвалида юлнă 15 çынна çăмăл автомашинăпа усă курма кирлĕ бензиншăн 3,5 пин тенкĕлĕх компенсаци тÿленĕ. Ача çуралчĕ, анчах ашшĕ-амăшĕ иккĕшĕ те ниçта та ĕçлемеççĕ пулсан, кирлĕ документсем хатĕрлесе соцстраха заявка тăратнă хыççăн пирĕн урлă компенсаци илме пултараççĕ. Вилес умĕн ниçта та ĕçлемен 22 çынна (пенси илекенсене мар) пытарма та кăçал 22 пин тенкĕ укçа уйăрса панă.
Кăçал пилĕк уйăхра сахал тупăш илекен 916 çемьене 2018,2 пин тенкĕлĕх субсидисемпе тивĕçтернĕ.