Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » 10.00 Ватăсемшĕн тăрăшса.

00:00 09 июня 2003 г.

Социаллă хÿтлĕх пайĕ çумĕнче “Социаллă пулăшу центрĕ” муниципаллă учреждени туса хунă. Унăн ĕçне-хĕлне те пай ертÿçи А.Н.Кузьмин пĕр вăхăтрах йĕркелесе ертсе пырать. “Социаллă пулăшу центрĕ” ытларах вăрçă участникĕсемпе тата инваличĕсемпе, пĕччен пурăнакан ватă çынсемпе, нумай ачаллă çемьесемпе т. ыт. те ĕçлет. Пĕччен пурăнакан ватăсем районĕпе 800 çын. Вĕсенчен 180-шне килте пăхса тăрассине йĕркеленĕ. Çакна социаллă пулăшăва килте паракан виçĕ уйрăм вăйĕпе туса пыраççĕ, кашни уйрăма вăтамран 60-шар çын тивет. Район администрацийĕн пуçлăхĕн 1997 çулхи октябрĕн 27-мĕшĕнчи 253-мĕш номерлĕ йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн, 2002 çулхи июнĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса социаллă-йăла пулăшăвне килте парас ĕçе тÿлевлĕ майпа туса пыраççĕ. Хальлĕхе çакăн пек пулăшупа пĕччен пурăнакан 45 ватăпа инвалид усă курать. Кăçалхи пилĕк уйăхра социаллă пулăшу ыйтса пĕччен пурăнакан ватăсемпе инвалидсем 122 заявлени панă. 93 çыннăнне пурăнмалли çурт-йĕрпе йăла условийĕсене тĕпчесе тишкернĕ. Вĕсенчен 65-шне килте пăхса тăма тытăннă, черетре тепĕр 15 çын тăрать, 3 çынна ветерансен çуртне вырнаçтарнă. Аслă Отечественнăй вăрçă инваличĕсемпе участникĕсене те манăçа хăвармаççĕ. Аслă Çĕнтерÿ кунĕ умĕн 155 çыннăнне пурăнмалли çурт-йĕрпе йăла условийĕсене тĕрĕсленĕ. Вăрçă ветеранĕсене, воин-афганецсене, чернобылецсене Çĕршыв хÿтĕлевçисен кунĕ ячĕпе чысланă. Нимĕç фашисчĕсене Сталинград патĕнче çапса аркатнăранпа 60 çул çитнĕ ятпа çапăçу участникĕсене 9 çынна, çапăçăва хутшăннă салтаксен арăмĕсене 11 çынна федераллă бюджетран 13 пин тенкĕлĕх пурлăх тĕлĕшĕнчен пулăшу панă. Çапăçăва хутшăннисене чыслама вырăнти бюджетран 1,7 пин тенкĕ уйăрнă. Хальхи вăхăтра районта ветерансен çурчĕсем виççĕ, вĕсенче 21 ватă пурăнать. Кăçалхи 5 уйăхра натурăпа япала пулăшăвĕн центрĕ урлă сахал тупăшлă 5 çемьене 2,9 пин тенкĕлĕх, пушара пула инкек тÿснĕ 2 çынна 3 пин тенкĕлĕх пурлăх тĕлĕшĕнчен пулăшу панă, социаллă пулăшу парас енĕпе ытти ĕçсем туса ирттернĕ. Пирĕн патра учетра 22 чернобылец, çав шутра 9 инвалид, ытти вырăнсенче çавăн евĕрлĕ событисене хутшăннисем те учетра тăраççĕ, вĕсене пулăшса тăрассине те май пур таран пурнăçлаççĕ. Район территорийĕнче паянхи куна нумай ачаллă çемьесем 720, тулли мар çемьесем 563, пĕччен ача амăшĕсем 235, инвалид ача пур çемьесем 163, ашшĕ-амăшĕсенчен пĕри инвалид çемьесем 142, йĕркеллĕ мар çемьесем 111. Вĕсенчен кашниех пулăшупа хÿтлĕх ыйтатаь. Çакăн чухне вăйра тăракан саккунсене çирĕп пăхăнса ĕçлеççĕ. Кăçал республикăра “Çемье çулталăкĕ” пулнă май, çемье проблемисем çине уйрăмах тимлĕ пăхаççĕ. Ку таранччен нумай ачаллă (4 е ытларах ача) 16 çемьене электроэнергипе, çут çанталăк газĕпе усă курнăшăн тата коммуналлă услугăсемшĕн 30 процент чухлĕ çăмăллăхсемпе усă курма справкăсем панă. Нумай ачаллă тата тулли мар çемьесенчи 29 ачана сывлăха çирĕплетмелли лагерьсенче канма путевкăсемпе тивĕçтернĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика