16:08 24 апреля 2017 г.
Ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче пирěн аслă вĕрентекенĕн И.Я. Яковлевăн çуралнă кунĕ. Çак кун чăваш халăхĕшĕн пысăк уяв - Чăваш чĕлхи кунĕ. Паян Шетмĕпуç культура çуртĕнче «И.Я. Яковлев – чăваш халăхне çутта кăлараканĕ» литературăпа музыка каçĕ иртрĕ. Малтанах культура ĕçченěсем ачасене И.Я. Яковлев çинчен калакан презентаципе паллаштарчĕç. Унтан ачасем хамăр чăваш чĕлхипе янăракан сăвă – юрăпа паллаштарчĕç. Паянхи кун ачасем чăвашла калаçни, юрлани, ташлани питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ. Шетмĕпуç культура çуртĕнче чăваш чĕлхине малалла аталантарас тесе тăрăшаççĕ.
Шетмĕпуç ял вулавăшěнче «Чăваш чĕлхи – атте-анне чĕлхи» ятлă кĕнеке выставкин куравне йĕркеленě. Кунта И. Я. Яковлевăн пурнăçěпе ěçě-хěлě çинчен тата чăваш халăхне панă Халалěпе паллашма пулать. «Чăваш чěлхи тěпчевçисем» библиографи указателě тăван çырулăх никěсне хывнă, чěлхемěре малалла тěпченě, хальхи вăхăтра унпа кăсăкланакан ăслăлăх ěçченěсен пурнăçěпе ěçě-хěлěпе кěскен паллаштарать. Çавăн пекех куравра чăваш чĕлхи пархатарĕ çинчен калакан литературăна вулама пулать, чăваш чĕлхи пĕлĕвĕн ыйтăвĕсене сÿтсе явма пулăшакан кĕнекесене курма пулать. Кĕнеке вулама юратакансене вулавăша çак кураври литературăпа çывăхрах паллашма чĕнетпĕр.
Территориальный отдел «Шатьмапосинский» Управления по благоустройству и развитию территорий администрации Моргаушского муниципального округа Чувашской Республики