Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Поздравление Главы района - Председателя районного Собрания депутатов И.В. Николаева и главы администрации района Р.Н. Тимофеева с Днем чувашского языка

09:06 21 апреля 2017 г.

Хисеплĕ Муркаш районĕн çыннисем!

Сире çывхарса килекен  Чăваш чĕлхи кунĕ ячĕпе чун-чĕререн саламлатпăр.

Чăваш чĕлхи –пирĕн тăван чĕлхе, атте-анне парнеленĕ пуянлăх.  Пурнăçа, унăн илемне эпир шăпах тăван чĕлхерен курма-туйма пуçлатпăр. Пирĕн пурнăç пĕтĕмпех тăван чăваш чĕлхипе çыхăннă. Тăван халăх историйĕ, йăли-йĕрки те йăлтах тăван чĕлхере курăнать. Хамăрăн ачасене те пирĕн мĕн пĕчĕкрен чăваш чĕлхине юратма вĕрентмелле, чăвашла калаçтармалла.

Чăваш чĕлхи кунне эпир чăвашсене çутта кăларакан И.Я.Яковлев çуралнă кун паллă тăватпăр. Чăваш чĕлхин аталанăвĕнче Муркашсен тÿпи  те сахал мар. Пирĕн ентешĕмĕр - чăвашсен пĕрремĕш писателĕсенчен пĕри, историкĕ, этнографĕ, фольклорисчĕ С.М. Михайлов-Яндуш ĕçĕсем чăваш художество литературин никĕсĕ пулнă. Иван Яковлевич шăпах  вăл пуçланă ĕçе вĕçне çитерет: чăваш çырулăхне йĕркелет.

Тепĕр паллă ентешĕмĕр - чăвашсен пĕрремĕш историкĕсенчен, этнографĕсенчен, чĕлхеçисенчен  пĕри Н.М. Никольский вара И.Я. Яковлевăн ĕмĕтне пурнăçлать: «Хыпар» хаçата йĕркелет.

Паян тăван чăваш чĕлхи вырăс чĕлхипе пĕрле патшалăх чĕлхи пулса тăчĕ. Сире малашне те çепĕç те янăравлă тăван чĕлхене, чăваш халăхĕн историне, культурине, йăли-йĕркине сыхласа хăварас,  аталантарас ĕçре ăнăçусем сунатпăр. Малашне те Иван Яковлевич халалĕсене асра тытса,  ытларах ырă ĕçсем тумалла пирĕн. Пĕр тĕллевпе ĕçлесе, тăван район вăйлă та тĕреклĕ пултăр тесе хамăртан килнине йăлт тумалла. 

Пурне те çирĕп сывлăх, телейлĕ те вăрăм кунçул, ĕçре ăнăçусем  сунатпăр.

 

 Район пуçлăхĕ -депутатсен

районти Пухăвĕн председателĕ                                              И.В Николаев.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ                                            Р.Н. Тимофеев.

Моргаушский район Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика