Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Поздравление Главы района - Председателя районного Собрания депутатов И.В. Николаева и главы администрации района Р.Н. Тимофеева с Днем местного самоуправления

16:57 20 апреля 2017 г.

Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен хисеплĕ  ĕçченĕсем, муниципалитет службин ветеранĕсем! Районта пурăнакансем!

Сире  вырăнти хăй тытăмлăх кунĕ ячĕпе чун-чĕререн саламлатпăр.

Çăмăл мар,  анчах пархатарлă  ĕç туса пыратăр эсир. Кунсеренех тем тĕрлĕ  ыйту татса пама тивет сирĕн. Ял хуçалăхĕпе çыхăннă-и çав ыйтусем е çул-йĕр тăвассипе, е тата вĕрентÿпе культура сферине пырса тивеççĕ-и вĕсем – сирĕншĕн пĕр тема та ют мар. Вырăнти лару-тăрăва куçран вĕçертместĕр. Кашни ыйтăвах эсир халăхпа пĕрле, пĕр-пĕрне ăнланса татса пама тăрăшатăр. Тавах сире çынсемшĕн, вĕсен пурнăç условийĕсене лайăхлатас тесе тимленĕшĕн.

Çак уяв асăннă сферăра ĕçлекенсен уявĕ кăна мар, районти пур активлă çынсен, тăван район аталанăвĕшĕн ырми-канми тăрăшакансен уявĕ. Мĕншĕн тесен пирĕн малашнехи пурнăç мĕнле пуласси пирĕнтен хамăртан килет. Яланах пĕр-пĕринпе килĕштерсе тăвасчĕ кашни ĕçе. Вара  ял тăрăхĕсем те, район та, республика та, пĕтĕм çĕршывăмăр вăйлăрах та тĕреклĕрех, илемлĕрех пулĕ.

Пурсăра та çирĕп сывлăх, телейлĕ вăрăм кунçул  сунатпăр. Ĕçĕрсем ăнсах пыччăр, мĕн палăртни пурнăçлансах пытăр.

 

Район пуçлăхĕ -депутатсен

районти Пухăвĕн председателĕ                                              И.В Николаев.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ                                            Р.Н. Тимофеев.

 

Моргаушский район Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика