08:59 16 марта 2017 г.
Пуш уйăхĕн 10-мĕшĕнче «Чăваш тумĕ – халăх пуянлăхĕ» регионсем хушшинчи конкурсăн районти тапхăрĕ иртрĕ. Çакна палăртмалла, Регионсем хушшинчи «Чăваш тумĕ – халăх пуянлăхĕ» конкурса ЧНКри йĕркелÿ комитечĕ туса пырать. Ăмăртун тӗп тӗллевӗ: чӑваш ҫи-пуҫне, ĕлĕкхи чăваш тумĕсем упраса хăварнă çынсене ытларах тупса палăртасси, халӑхӑн иксӗлми йӑли-йӗркине ҫухатмасӑр малалла аталантарасси.
«Районти тури чăвашсен музейĕнчи чăваш тумĕн залĕнче паян чăваш тумĕн конкурсĕ иртни çак зал хăйĕн пĕлтерĕшне тÿрре кăларнине кăтартса парать. Çавăн пекех паянхи уяв Муркаш районĕнче пурăнакансем хăйсен йăли-йĕркине малалла йăхран йăха куçса пытăр тесе тимлени, вĕсем хăйсем ашшĕ-амăшĕ, аслашшĕ-асламăшĕ вĕрентнине асра тытса пурăнни çинчен те калать», – терĕ район администрацийĕн пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен çумĕ Л.Ю. Тарасова.
Пирĕн района ҫи-пуç, тӗрӗ ӑсти, Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Зинаида Воронова ертсе пыракан сумлă жюри килчĕ. Зинаида Ивановна хăйĕн сăмахĕнче жюри чăваш тумне 5 номинаципе хак парассине палăртрĕ. Вĕсем çаксем: «Йăлана кĕнĕ чăваш тумĕ», «Наци костюмĕн элеменчĕ», «Наци костюмĕн эрешĕсем», «Автор пуххи» (3 тумран ытларах пулсан) тата «Паянхи чăваш тумĕ».
ЧНК вице-президенчĕ Н.П. Петрова хăйĕн сăмахĕнче Муркашсем чăваш халăх-йăлине упрассине, малалла аталантарассине пысăк тимлĕх уйăрнине палăртрĕ. Малашне те ку ĕçре ăнăçу сунчĕ.
Конкурс, чăннипех те, питĕ интереслĕ иртрĕ. Уйрăммăн хутшăнакансем 15-ĕн пулчĕç. Пирĕн Юнкă тăрăхне чылай çул хушши чăваш чĕлхипе литературине вĕрентнĕ, ЧНК Юнкă тăрăхăн ертÿçи,таврапĕлÿçĕ Шандимирова Надежда Вячеславовна хÿтĕлерĕ. Хамăр тăрăхри юрă çаврăмĕпе, хăй çырнă сăвă йĕркисемпе такмакласа тухса пурин кăмăлне те тыткăнланă, тумсен 4 тĕслĕхĕ, 5-6 сурпан, яркăчпа ленттисем çинчен питĕ туллин каласа паллаштарнă.
Курма пынисем те, конкурса хутшăнакансем те чăваш тумĕ çинчен нумай кăсăклă япала пĕлчĕç. Надежда Шандимирова (Юнкă ял тăрăхĕ), Ирина Раевская (Шетмĕпуç ял тăрăхĕ), Алевтина Семенова (Чуманкасси ял тăрăхĕ), Фея Паргеева (Ярапайкасси ял тăрăхĕ), Наталья Охотникова (Хорнуй ял тăрăхĕ) тĕрлĕ номинаци çĕнтерÿçисем пулса тăчĕç.
Территориальный отдел "Юнгинский" Управления по благоустройству и развитию территорий администрации Моргаушского муниципального округа Чувашской Республики