Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Катькас ял библиотекинче хĕрарăмсен кунĕ ячĕпе кану каçĕ иртрĕ

19:42 09 марта 2017 г.

Хĕрарăм тĕнче умĕнче

Мăнаçлăн, сăваплăн янрать!

Чечекĕн курнать çĕр çинче,

Малашлăх çулне вăл тăсать…

              (Маргарита Гурьева)

Çурхи чи илемлĕ уяв ячĕпе, Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунне халалласа, Катькас ял библиотекинче «Ларма» ушкăна çÿрекенсем валли «Яту янравлă сан, хĕрарăм!» ятпа кану каçĕ иртрĕ. А. Угарова библиотекарьпе ялти Культура çурчĕн илемлĕх ертÿçи Н. Кондукторова тĕрлĕ конкурссем йеркелерĕç. А. Угарова хĕрарăмсене саламланă май аннесем çинчен поэтсем çырнă сăвăсене вуларĕ, мартăн 8-мĕшĕн уяв историне каласа пачĕ. «Тавах сана, аннеçĕм» ятлă кĕнеке куравĕпе паллаштарчĕ. Зинаидăпа Василий Пузырёвсем, «Çăлкуç» пултарулăх ушкăна çÿрекенсем, уяв ячĕпе илемлĕ юрăсем парнелерĕç.

Н. Кондукторова ертсе пынипе чăваш юррисене те шăрантартăмăр. Мероприятие çавра сĕтел хушшинче чей ĕçнипе вĕçлерĕмĕр, кашнине уяв ячĕпе парнесем парса савăнтартăмăр.

 

Территориальный отдел "Кадикасинский" Управления по благоустройству и развитию территорий администрации Моргаушского муниципального округа Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика