00:00 28 мая 2003 г.
Паян, çу уйăхĕн 28-мĕшĕнче хĕрарăмсен канашĕ хăйсен ĕçĕсем пирки калаçма, малашлăх планĕсене сÿтсе явма черетлĕ конференцие пухăнчĕ.
Юлашки çулсенче пурнăç улшăннине кура нумай обществăлла организацисем хăйсен пĕлтерĕшне çухатрĕç пулин те, районти хĕрарăмсен канашĕ хăйĕн вăйне çухатмарĕ, активлă ĕçлесе пычĕ.
Пирĕн районти хĕрарăмсем, чăн та, ĕçченлĕхĕпе, сăпайлăхĕпе, çирĕп кăмăлпа палăрса тăраççĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ «хĕрарăм – пурнăç тыткăчи, этемлĕх амăшĕ» теççĕ.Темле ыйвăрлăхра та вĕсем аллисене усмаççĕ, шанчăка çухатмасăр, мал ĕмĕтпе обществăлла ĕçре, производствăра хастарлăх кăтартаççĕ, çемьери пурнăçа тытса, йĕркелесе пыраççĕ. Ĕçчен те вăр-вар аллисем пур ĕçе те ĕлкĕреççĕ, ырă кăмăллă пулнипе кашни валли чун ăшши, ырă сăмах тупаççĕ, кирлĕ чухне лăплантарма та пултараççĕ, кашни ĕç валли вăй-хăват çитереççĕ.
Экономикăри, социаллă пурнăçри йывăрлăхсем чи малтанах хĕрарăма пырса тивеççĕ. Апла пулин те, пирĕн хĕрарăмсем ачисене вĕрентсе ура çине тăратма та, вĕсене тĕрĕс воспитани парса çĕршыва юрăхлă çын тума та пултараççĕ. Çакна районти вуншар-çĕршер амăшĕн тĕслĕхĕпе çирĕплетсе пама пулать.
Район администрацийĕ те хĕрарăмсен пурнăçне ăнланса ăна çăмăллатма тăрăшать, район çыннисен пурнăç шайне ÿстерессишĕн нумай ĕçсем туса ирттерет. Çакна ялсенчи социаллă инфраструктурăна аталантарни, çут çанталăк газĕпе нумай çĕрте усă курма пуçлани, çулсем туни тата ытти те лайăх çирĕплетеççĕ. Ялти çынна пурăнма май килнĕ таран çăмăллăхсем туса памалла – акă мĕнле тĕллевпе ĕçлет паян район администрацийĕ.
Районти хĕрарăмсен канашĕ те хăйĕн тивĕçĕсене çак тĕллевпех пурнăçласа пырать, хĕрарăмсене ĕçлеме тата канма тивĕçлĕ условисем пулччăр тесе тăрăшать. Кирек епле отрасĕле илсен те, вĕсенче хĕрарăмсем пултарулăхпа палăрса тăраççĕ. Вĕсемпе эпир чăнах та мухтанатпăр.