Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » 10.00 Раççей команди çĕнтерчĕ

00:00 20 мая 2003 г.

10.00 Раççей команди çĕнтерчĕ
Çу уйăхĕн 16-19-мĕшĕсенче, Чăваш Республикинче тĕнчери 32 çĕршыв представителĕ (Раççей Федерацийĕн ытти регионĕсене шута илмесĕр ) пулчĕ, Кубокшăн пынă ăмăртура пĕтĕмпе 27 çĕршыв спортсменĕ хутшăнчĕ. Харпăр хăй тупăшура 15 çын медальшĕн кĕрешрĕ, 8-шне Раççей хăвăрт утаканĕсем çĕнсе илчĕç, çав шутра виççĕшне - чăвашсем. 20 километрлă дистанцире хĕрарăмсенчен Елена Николаева “ылтăн”, 10 километрлă дистанцире хĕрсенчен Вера Соколова “кĕмĕл”, 20 километрлă дистанцире арçынсенчен Владимир Андреев “бронза” çĕнсе илчĕç. Командăсен хушшинче (пилĕк дистанцие шута илсе) Раççей пĕрлештернĕ команди пĕрремĕш вырăна тухрĕ, иккĕмĕш вырăна - Испани, виççĕмĕшĕнче - Украина команди. Чаплă, çав тери чаплă иртрĕ ăмăрту - питех те çÿллĕ шайра. Шупашкарпа Чăваш Енĕн ытти çитĕнĕвĕсене кура халь пирĕн 2006 çулта хăвăрт утассипе Тĕнче кубокне ирттерме ирĕк çĕнсе илес шанчăк пур.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика