Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Чуна уçакан кану каçĕсем

13:30 05 декабря 2016 г.

Москакасси культура Çуртĕнче декабрĕн 3-мĕшĕнче чӑваш çӑлтӑрĕсен эстрада концерчĕ пулчĕ.

Концерта хамӑр районта çуралса ÿснĕ Н.Ключников çав тери ӑста ертсе пычĕ. Чӑвашла татп вырӑсла юрӑсем шӑрантарчĕ. Уйрӑмах хуткупӑспа выляса юрлани куракансене çав тери кӑмӑла уçрĕ. «Атте» юррине юрланӑ чух, куракансен куçĕсем куççульпе тулчĕç.

Çавӑн пекех хамӑр ентеш Н.Кузьмин та куракансене хӑйĕн илемлĕ юррисемпе халӑха тыткӑнлама пултарчĕ.

Хӑйĕн çепĕç те илемлĕ сассипе В.Николаева та халӑха савӑнтарчĕ. Куракансене артистсем шÿтсемпе те савӑнтарчĕç.

Питех те кӑмӑллӑ юлчĕ ял халӑхĕ çамрӑксен концерчĕпе.

Çак каçах Москакассинчи «Шураппа» пултарулӑх ушкӑнĕ Чемейри клубра ял халӑхне хӑйĕн çĕнĕ концерт программипе паллаштарчĕ. Хӑтлӑ та илемлĕ клуба концерт курма кӑмӑл тӑвакансем самаях пуçтарӑнчĕç. Халӑх, композиторсен юррисемпе тата шÿтсемпе тĕлĕнтерчĕç Шурапппасем куракансене. С.Ершова концерта илемлĕн ертсе пычĕ. Сӑвӑ йĕркисене, шÿтсене питех те хитрен шӑрçӑлантарчĕ маттур та пултаруллӑ ертÿçĕ.

Курма килекен халӑх, кашни тухакан юрӑçах, тӑвӑллӑн алӑ çупса тав турĕ.

В.Беспалова балалайкӑпа выляса такмаксем шӑрантарнӑ чух, залра ларакансем те чӑтаймасӑр пĕрле такмакларĕç. Питех те ӑста вылять-çке çак инструмент çинче В. Беспалова. Хӑйсене ӑшшӑн пӑхса ларнӑран, артистсем концерт вĕçленнине те сиссе юлаймарĕç.

Юлашкинчен клуб ертÿçи Н.Сорокина ял-йыш ячĕпе Шураппасене чунтан тав турĕ, малашне те халӑха çавӑн пек илемлĕ концертсемпе савӑнтарма ӑнӑçу сунчĕ.

Артистсене паллах, кĕрекене лартса, вĕри чейпе тата тутлӑ кукӑльпе сӑйларĕç.

Татах та концертсемпе килсе çÿреме йыхравласа,ӑшшӑн ӑсатса ячĕç Москакассисене Чемей тӑрӑхĕнче пурӑнакансем. Çывӑх вӑхӑтрах хӑйсен пултарулӑх ушкӑнĕпе Москакассинче пурӑнакансене савӑнтарма килессине пĕлтерчĕçЧемей артисчĕсем.

Çавӑн пек чуна уçакан кану каçĕсем культура Çучĕсенче йĕркелесе панишĕн, манӑн та артистсене тав сӑмахĕ каласа хăварас килет.

Москакассинчи культура Çурчĕн ертÿçи Г.Голубева

Территориальный отдел "Москакасинский" Управления по благоустройству и развитию территорий администрации Моргаушского муниципального округа Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика