16:10 30 ноября 2016 г.
Тойкилтӗ ял библиотеки паянхи куна тӗрлӗ литературӑпа пуянланчӗ. Вырӑнта пурӑнакансем, кӗнеке вулама яланах вӑхӑт тупакансем килти библиотекӑри кӗнекесене вулавӑша парнелерӗҫ. Кӗнеке пурнӑҫра пысӑк вырӑн йышӑннине ӑнланаҫҫӗ вӗсем, библиотекӑна килсе ҫӗнӗ кӗнекесемпе, хаҫат-журналсемпе паллашма юратаҫҫӗ.
Тойкилтӗ шкул директорӗ Иванова Л.А. интереслӗ кӗнекесемпе пуянлатрӗ библиотекӑна. «Халӗ те кӗнеке лавкки умӗнчен пӑрӑнса иртсе каяймастӑп, пӗр кӗнеке те пулин туянатӑпах», - тет Людмила Алексеевна.
Иванов Юрий Панфилович, детектива кӑмӑлланӑран, сыщиксемпе шпионсем ҫинчен ҫырнӑ вун виҫӗ кӗнеке парнелерӗ.
Пӗлтӗр Платкасси ялӗнче пурӑнакан, кӗнекесемпе туслӑ Ивановсен ҫемьи 180 кӗнеке ҫыхӑсем туса хатӗрлесех библиотекӑна М.Михеев водительпе килсе пачӗҫ. Кӗнекисем вырӑс тата ют ҫӗршыв писателӗсен. Фантастика, детектив, юрату темипе ҫыхӑннӑ литература та нумай. А. Дюма романӗсем чылай. Чӗререн пысӑк тав сӑмахӗ калатӑп Татьяна Юрьевнӑпа Александр Николаевича. Сирӗн кӗнекесене кам-кам кӑна вуламарӗ пуль ҫак таранччен.
Ҫавӑн пекех Хорнуй ял посленийӗн специалисчӗ Сергеева Н.К. ятне те манса хӑвармалла мар. Вӑл библиотекӑна усӑллӑ журналсем килсе пачӗ, ытти вулакансем те кирлине вуласа пӗлччӗр терӗ.
Ҫакӑн пек пысӑк парнесемшӗн эпир вулама юратакансемпе питӗ савӑнтӑмӑр. Усӑллӑ ӗҫ туни, пӗр-пӗрне савӑнӑҫ парнелени – пархатарлӑ, кӑмӑллӑ пулӑм. Сирӗн пек ырӑ ҫынсем хыҫҫӑн яланах ырӑ ят ҫӱретӗр.
Николаева М.А.
ТЕРРИТОРИАЛЬНЫЙ ОТДЕЛ «ХОРНОЙСКИЙ» УПРАВЛЕНИЯ ПО БЛАГОУСТРОЙСТВУ И РАЗВИТИЮ ТЕРРИТОРИЙ АДМИНИСТРАЦИИ МОРГАУШСКОГО МУНИЦИПАЛЬНОГО ОКРУГА ЧУВАШСКОЙ РЕСПУБЛИКИ