Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Поздравление Главы района И.В. Николаева и главы администрации района Р.Н. Тимофеева с Днем работников автомобильного транспорта

15:45 28 октября 2016 г.

Автотранспорт отраслĕн хисеплĕ ĕçченĕсем тата ветеранĕсем!

Професси уявĕпе хĕрÿ салам сăмахĕсене йышăнса илсемĕр!

Автомобиль тахçанах пирĕн кулленхи пурнăçăн уйрăлми çирĕп пайĕ пулса тăчĕ, куллен пиншер автомашина çула тухать. Автотранспорт комплексĕ тĕрлĕрен социаллă тата хуçалăх ыйтăвне татса пама май парать. Кусем вĕсем грузсене турттарасси те, пассажирсене илсе çÿресси те, хальхи медиципа пулăшăвĕ те, магазинсенчи апат-çимĕç продукчĕсен пуян ассортименчĕ т. ыт. те.

Сирĕн професси - чи массăллисенчен пĕри. Çул çÿренĕ чухне питĕ пысăк яваплăх, професси ăсталăхĕ, çаврăнăçулăх тата оптимизм кирлĕ. Пире хăтлă та меллĕ пуласси çул çÿрекенсен - вăл шутра водительсен, пассажирсен тата çуран çÿрекенсен хăрушсăрлăхне тивĕçтерессипе уйрăлми тачă çыхăннă. Çавăнпа та сирĕн професси представителĕсем тĕлĕшпе требованисем ÿссех пыраççĕ.

Çăмăл мар та яваплă ĕçĕршĕн отрасль ветеранĕсемпе, водительсемпе пĕрлех юсавпа пулăшу транспорт службисен ĕçченĕсене те чĕререн тухакан тав сăмахĕ калатпăр. Вĕсем тăрăшнипе транспорт куллен çула тухать.

Районти мĕнпур водительсене çирĕп сывлăх, телей, ăнăçу сунатпăр, професси ăсталăхне малалла та ÿстерсе пымалла пултăр.

Сирĕн пурнăç çулĕ çинче вара яланах симĕс çутă çунтăр!

 

Муркаш район пуçлăхĕ                               И. НИКОЛАЕВ.

 

Район администрацийĕн пуçлăхĕ                 Р. ТИМОФЕЕВ.

Моргаушский район Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика