13:53 26 октября 2016 г.
Муркашри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти ачасемшĕн çуллахи каникул усăллă та интереслĕ иртрĕ. Шкулта тĕрлĕ профиллĕ лагерь ĕçлерĕ. Кăçал районта пĕрремĕш хут этновĕренÿ програмиллĕ лагерь уçăлчĕ.
Пирĕн шкулти «Чăнкă чăвашсем» этноушкăн чăваш халăхĕн йăли-йĕркине, культурине, историне тĕпчес енĕпе нумай вăй хучĕ, хăйсем умне лартнă тĕллевсене пурнăçларĕ. Уйрăмах Муркаш районĕнчи паллă вырăнсенче çул çÿревре пулни ачасен тавра курăмне аталантарчĕ, ăс-тăнне пуянлатрĕ.
Этновĕренÿ програмиллĕ лагерьсем хушшинче иртнĕ «Аслă тытăçу» ăмăртура пирĕн «Чăнкă чăвашсем» ушкăн 1-мĕш вырăна тухма пултарчĕ.
Муркаш район администрацийĕн вĕренÿ, çамрăксен политики, физкультурăпа спорт пайĕ «Чăнкă чăвашсем» ушкăна юпа уйăхĕн 21-мĕшĕнче Хисеп хучĕпе кубок парса чысларĕ.
Моргаушский район Чувашской Республики