15:08 16 сентября 2016 г.
Ҫуллахи ӑшӑ та илемлӗ кунсем хыҫа тӑрса юлчӗҫ. Ҫумӑрлӑ та ӑмӑр ҫанталӑк кантӑкран шаккарӗ. Культура Ҫуртӗнче ӗҫлекенсемшӗн вара хӗрӱ ӗҫ пуҫланчӗ. Ҫак кунсенче районти кашни культура Ҫуртӗнчех тӗрлӗрен культурӑллӑ мероприятисемпе сезона уҫаҫҫӗ.
Ӗнер Муркашри культура Ҫуртӗнче, Москакассинчи культура Ҫуртӗнче йӗркеленнӗ «Ечкерен ҫӑлтӑрӗсем» эстрада ушкӑнӗ хаваслӑ юрӑ-кӗвӗпе сезона уҫма тивӗҫрӗ.
Культура Ҫуртӗнче халӑх йышлах мар пулин те артистсене ҫав тери ӑшшӑн кӗтсе илчӗ. Кашни тухакан артистах тӑвӑллӑн алӑ ҫупса хавхалантарчӗҫ Муркашсене. Артистсем чӑваш тата вырӑс эстрада юррисене шӑрантарчӗҫ. Е.Тимофеев, Д.Макарова, С.Николаев, Р.Семенов тата Г.Голубева куракансене хавхалантармаллипех хавхалантарчӗҫ.
Хавас кӑмӑлсемпе саланчӗҫ Муркаш салинче пурӑнакансем культура Ҫуртӗнчен.
Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Г.Голубева
Территориальный отдел "Москакасинский" Управления по благоустройству и развитию территорий администрации Моргаушского муниципального округа Чувашской Республики