Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Поздравление Главы Моргаушского района И.В. Николаева и главы администрации Моргаушского района Р.Н. Тимофеева с Днем строителя

08:59 11 августа 2016 г.

 

Хисеплĕ строительсем! Çак ĕçĕн ветеранĕсем!

 

Сире хăвăрăн професси уявĕпе - Строительсен кунĕ ячĕпе пĕтĕм чун-чĕререн саламлатпăр.

Питĕ кирлĕ те пархатарлă ĕç тăватăр эсир. Эсир тăрăшнипе пирĕн районта çулсеренех çĕнĕ çуртсем çĕкленеççĕ. Кăçалхи çур çулта  5471  тăв. м. чухлĕ çĕнĕ çуртсем тунă.

Çавăн пекех эсир çĕнĕ çулсем тăватăр, пуррисем çинче юсав ĕçĕсем ирттеретĕр.  Кăçал 6 ялта 5,5км яхăн çĕнĕ çулсем тумалла.  Паянхи куна Орининти 450 метра яхăн çула вак чул сарса  туса пĕтернĕ. Çавăн пекех Ситуккассинчи 1,2 км ытла çула туса пĕтернĕпе пĕрех.

Унсăр пуçне Мăн Сĕнтĕртен Мăн Хураçкана каякан çула та малалла тата 600 метр чухлĕ тĕплĕн юсама тĕллев лартнă. 

Çулсем çинчи лакăмсене саплассипе кăçал лайăх ĕçленĕ. Пурĕ ку ĕçе 8257 тăв. м. çинче тунă. (148,6проц.).

 Пурĕ вара çулсен тума, юсама тата тытса тăма кăçал  57,6 млн.  тенкĕ укçа уйăрнă. Çав шутран район çулĕсене тытса тăма    16,9 млн. тенкĕ , юсама – 16,6 млн. тенкĕ, çÿлерех асăннă ялти çулсене тума  -23,9 млн. тенкĕ ытларах.

Сирĕн тăрăшулăхăра пулах районти пур ялта та  çутçанталăк газĕ çунать. Çак çăмăллăха халĕ çĕнĕ çуртсене пурăнма кĕрекенсене паратăр. 

Сире пурне те район аталанăвĕшĕн ырми-канми вăй хунăшăн чĕререн тав тăватпăр. Малашне те ялсен сăн-сăпатне ырă енне улăштарассинче ÿсĕм хыççăн ÿсĕм тумалла пултăрччĕ сирĕн.

.Пурсăра та  çирĕп сывлăх, телей, ăнăçу сунатпăр. Мĕн палăртни пурнăçлансах пытăр. Ĕçлес туртăм та ÿссех пытăр.

 

 

Район пуçлăхĕ -депутатсен районти

 Пухăвĕн Председателĕ                               И.В. Николаев

 

 

Район администрацийĕн  пуçлăхĕ               Р.Н. Тимофеев                                      .   

 

Моргаушский район Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика