13:40 10 августа 2016 г.
Нумаях пулмасть Москакасси ял тӑрӑхӗнчи ал-ӗҫ ӑстисен ӗҫне районти музейра конкурса тӑратнӑччӗ. Конкурса Анаткас Хачӑк ялӗнче пурӑнакан Егоровсен ҫемьи, Москакасси ялӗнче пурӑнакан Юлия Киршева ӗҫӗсем тата Анна Брагина художникӑн ӗҫӗсем пулчӗҫ.
Вӗсен ӗҫӗсене хӱтӗлеме Москакасси культура Ҫурчӗ ҫумӗнчи агитбригада ушкӑнӗ те активлӑ хутшӑнчӗ.
Ҫак ӗҫсенех Москакасси культура Ҫуртӗнче те халӑха пӑхма йӗркелерӗмӗр. Ҫак ӗҫсене культура Ҫуртӗнче пӗрлӗх информации кунне хатӗрлерӗмӗр. Ҫак кун культура Ҫуртне халӑх чылайӑн пухӑнчӗ. Питех те кӑсӑкланса пӑхрӗҫ ӗҫчен алӑсен ӗҫӗсене.
Ҫак кунсенче вара «Колокольчик» ача сачӗн ачисем те ҫак ӗҫсене хаваслансах килсе курчӗҫ. Кашни япаланах тытса пӑхма тӑрӑшрӗҫ вӗсем. Вӗсемшӗн ҫак илемлӗ япаласене пӑхма ҫав тери интереслӗ пулчӗ. Кашни япали вӗсемшӗн ҫӗнӗлӗх пулчӗ.
Кунта йывӑҫран касса тунӑ тата илемлӗ ӱкернӗ теттесем те, бисерпа тӗрленӗ тӗрлӗ-тӗрлӗ картинӑсем те, тӗрлӗ тӗслӗ ҫипрен ҫыхнӑ япаласем те тата темӗн те пӗр пулчӗҫ куравра. Кашни япалинех хаваслансах пӑхрӗҫ садик ачисем.
«Сирӗн те ҫакӑн пек ӗҫсене тӑвас килет-и?» - тесе ыйтсан, пурте пӗр харӑсах – «Тӑвас килет!», –терӗҫ.
Ҫак курава йӗркелекене тав туса хавассӑн садикелле утрӗҫ ачасем. Ҫавӑн пекех иртен-ҫӱренсем те ҫак ӗҫсене пӑхма кӑмӑл турӗҫ. Вӗсем те тимлесех пӑхрӗҫ ӑстасен ӗҫӗсене.
Чӑнах та, чӑваш ҫынни ӗҫлеме те, канма та, хӑйӗн ӗҫне кӑтартма та пултарать. Ял тӑрӑхӗнчи ылтӑн алӑллӑ ҫынсене чун – чӗререн тухакан тав сӑмахӗ калас килет. Вӗсен малашне те халӑх умне ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ ал ӗҫӗсем кӑларма вӑй халӗсем тапса кӑна тӑччӗр. Аллисем яланах ылттӑн пулччӗр!
Москакасси культура Ҫурчӗн ертӱҫи Г.Голубева.
Территориальный отдел "Москакасинский" Управления по благоустройству и развитию территорий администрации Моргаушского муниципального округа Чувашской Республики