16:18 24 июля 2016 г.
Чăваш наци конгресĕн президенчĕ Николай Угаслов Муркаш районĕнчи Москакассинче пулчĕ.
Кунта вăл Вадим Николаев сенаторпа, район администрацийĕн пуçлăхĕпе Ростислав Тимофеевпа тата москакассинче пурăнакансемпе пĕрле Çамрăксен кунне халалланă уява хутшăнчĕ.
Уяв кăнтăрлах пуçланчĕ. Çамрăксем каçченех хăйсене спорт вăййисенче тĕрĕслерĕç: футболла, волейболла вылярĕç, кире пуканĕ й́ăтрĕç, хĕрсем тăршшĕне сикрĕç, яшсем канат туртрĕç тата турник çинчен туртăнчĕç.
Кунта ачасене те кичем пулмарĕ. Вĕсем патне хăнана Батонпа Плюшка çитнĕ. Клоунсем ачасене темĕн тĕрлĕ вăйă-конкуса явăçтарчĕç, парнесемпе хавхалантарчĕç. Ачасем валли тĕрлĕ батут, карусель ĕçлерĕ. Лавккасем хайсен таварне сĕнчĕç. Пылак вата, шашлык… - пĕтĕмпех пулчĕ уявра.
Москакасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Алексей Матросов уява уçрĕ, ун хыççăн спорт ăмăртăвĕсен çĕнтерÿçисене дипломсемпе медальсем парса чысларĕ. Вăл Çамрăксен кунне халалланă уява тĕрлĕ енлĕ тата пуян хатĕрлеме пулăшнă çынсене Тав çырăвĕпе хавхалантарчĕ. Чăваш наци конгресĕн президенчĕ Николай Угаслов москакассисене республика тулашĕнчи чăвашсенчен салам çитерчĕ. Кунта пурăнакансем вара ĕçлеме те, савăнма та пĕлнине палăртрĕ.
Виççĕмĕш çул çак уява çÿллĕ шайра ирттернине шута илсен, ку чăн та çапла. - Москакасси çамрăкĕсем маттур, халăхĕ ĕçчен. Апла пулсан пĕрле савăнар, пĕрле ĕçлер, тытăннă ĕçсене пĕрле вĕçлер! - тесе чĕнсе каларĕ ЧНК президенчĕ. Çамрăксен уявĕнче лотерея билечĕсем выляттарчĕç тата чи кĕçĕн ачана, чи çамрăк çемьене чысларĕç. Москакассисем уявра чăваш эстрада юрăçисемпе, ял тăрăхĕнчи уйрăмах пултаруллă юрăçсемпе, «Калинка» ташă ушкăнĕпе пĕрле çĕрлечченех савăнчĕç. Çĕрлехи тÿпене салют çутатнă хыççăн диджейсем çамрăксене ташша йыхравларĕç.
Наталия Николаева ЧНК Муркаш уйрăмĕн ертÿçи
Моргаушский район Чувашской Республики