Хисеплĕ ял ĕçченĕсем!
Кĕрхи уй-хир ĕçĕсене вĕçленĕ хыççăн эпир хамăрăн йăлана кĕнĕ чи пысăк ял уявне - Тырпул кунне пухăнатпăр, унта вырма ĕçĕсене пĕтĕмлететпĕр, ĕçре палăрнисене чыслатпăр.
Çĕр ĕçĕ яланхи пекех пурне те тата кашнине кирлĕ. Хресчен - пире тăрантаракан сăпайлă çын тата хастар ĕçчен - çĕршывăн тĕп шанчăкĕ тата тĕрекĕ пулса тăрать.
Пултаруллă ертÿçĕсем, яваплă та маттур специалистсем, механизаторсем, выльăх-чĕрлĕх пăхакансем, агрономсем, фермерсем, ытти ĕçченсем куллен ырми-канми тăрăшнинчен районăн экономика ăнăçлăхĕ кăна мар, социаллă тăнăçлăхпа кашни çемьен ырлăх-пурлăхĕ те килеççĕ.
Кăçалхи çулталăк пирĕн çĕр ĕçченĕсемшĕн çăмăлах пулмарĕ. Çут çанталăк тĕрлĕ тĕрĕслевсем хатĕрлерĕ. Анчах та нимĕнле йывăрлăха пăхмасăрах Муркаш районĕ ял хуçалăх продукцине туса илессипе республикăра тивĕçлĕ вырăн йышăнать.
Эпир çирĕплетсех çапла калама пултаратпăр. Пирĕн районта тăван çĕрĕн чăн-чăн патриочĕсем пурăнаççĕ тата ĕçлеççĕ.
Эпир сире, сирĕн тăванăрсене тата çывăх çыннăрсене сывлăх, ăнăçу, ĕçре çитĕнÿсем сунатпăр.
Уяв ячĕпе!
Район пуçлăхĕ И. НИКОЛАЕВ
Район администрацийĕн пуçлахĕ Р. ТИМОФЕЕВ

Район пуçлăхĕ И. НИКОЛАЕВ.
Район администрацийĕн пуçлахĕ Р. ТИМОФЕЕВ.