Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Актуально » Поздравление Главы района - Председателя районного Собрания депутатов И.В. Николаева и главы администрации района Р.Н. Тимофеева с

10:05 28 декабря 2018 г.

Хаклă ентешĕмĕрсем!

Сире пурне те Çĕнĕ çул тата çывхарса килекен раштав уявĕпе  чун-чĕререн саламлатпăр..

Пĕр-пĕринпе килĕштерсе, кашни хăйĕн ĕç вырăнĕнче тăрăшса ĕçленĕрен тепĕр çул иртсе кайни те сисĕнмерĕ.. Çак хушăра эпир сирĕнпе район малалла аталантăр тесе сахал мар ĕç туса ирттертĕмĕр. Промышленность таварĕсене, ял хуçалăх продукцине туса илесси ÿсрĕ.  Тырпул та тухăçпа савăнтарчĕ. Çулсем юсассипе те ăнăçлă ĕçлерĕмĕр. «Хăрушсăрлăхсăр тата пахалăхлă çул-йĕр» федераллă программăпа кăна 24 км яхăн çул юсарăмăр.  Ку енĕпе районта пурăнакансем хăйсем те активлă пулчĕç: инициативлă бюджетировани программине активлă хутшăнса, сахал мар çула юсаса йĕркене кĕртрĕмĕр.  Ял çыннисен çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатассине те пысăк тимлĕх уйăртăмăр. «Сеспель» предприяти танк-контейнерсем тăвакан çĕнĕ цех хута ячĕ. Вĕрентÿ, культура  учрежденийĕсене юсассипе курăмлă утăмсем турăмăр, 3 шкулта спортзала, Шомик шкулне  тĕплĕн юсарăмăр. Çавăн пекех 2 Культура çурчĕпе 1 клубра та юсав ĕçĕсем туса ирттертĕмĕр. Юнкă шкулĕнче çĕнĕ спортзал турăмăр. Вĕрентÿ учрежденийĕсенче кăçал тата 2 пĕчĕк котельнăй туса хута ятăмăр. Кашни отрасльтех ырă улшăнусем пулчĕç.

2018 çулта та  Муркаш район ырăпа палăрчĕ. Раççей, республика шайĕнче иртнĕ тĕрлĕрен конкурссенче  те малти вырăнсене йышăнтăмăр.

Хаклă çыннăмăрсем! Ку таранччен тунă ÿсĕмсене эпир пĕрле турăмăр. Тавах сире тăрăшуллă ĕçшĕн, тăван район, республика, çĕршыв  аталанăвĕшĕн  ырми-канми тăрăшнăшăн. Çитес çул та пĕр-пĕрне ăнланса ĕçлесчĕ.

Сывлăхăр çирĕп пултăр, ĕçĕрсем ăнсах пыччăр. Мĕн шутлани пурнăçлантăр,. ĕмĕтĕрсем  çитсе пыччăр. Инкек-синкек сирĕн çывăха та ан пытăр.  Телей вара  яланах çумра пултăр. Çĕнĕ çул ячĕпе сире!

Район пуçлăхĕ – депутатсен районти

 Пухăвĕн председателĕ                                                   И.В. Николаев.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ                                   Р.Н. Тимофеев.

 

Моргаушский район Чувашской Республики

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика