Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Александро-Невский мужской монастырь. Святые источники в местечке Каршлыхи.

 Мăнастирпе таса çăл куçсем

Кăçалхи Илем праçникĕнче (çурла уйăхĕн 2-мĕшĕнче) 17 сехет те 30 минутра Муркаш чиркĕвĕ патĕнчен паломниксен ушкăнĕ 15 çын выпрнаçмалăх «Газель» автобуспа Каршлăхри таса çăл куçсем патне çула тухать. Паян районта çак ĕç вăй илсе пырать.

Тăван çĕр-шывран пуянраххи çук тенине Каршлăхра вырнаçнă арçынсен Александр Невский ячĕллĕ мăнастирне пĕрремĕш хут çитсенех ăнланса илтĕм. Пĕчĕк сăртра вырнаçнăскерне Каршлăх вăрманĕ хупласа тăрать. Сăрт çумĕпе тавралăха илем кÿрсе Сĕнтĕр юханшывĕ юхса выртать. Сăртăн кăнтăр еннне çитсен куç умне тавралăх илемĕ туллин тухса тăрать. Кунта горизонта çити тăсăлакан хирсем, йывăç тĕмсем хупăрласа илнĕ куçкĕски евĕр пĕве çийĕ, симĕс улăх - йăлтах куçа курăнса чуна савăнтараççĕ, çак илемшĕн Турра мухтама чĕнеççĕ!

Каршлăх сăмах никĕсĕнче карăшсем пурăннă вырăн пĕлтерĕш пур. Ĕмĕрсемхи юмансем айĕнчи çĕршер, пиншер, миллионшар ура пусса иртнĕ сукмаксемпе пыратăн та çу кунĕсенче те çулçăсен çăралăхĕ витĕр хĕвел шевли çĕр питне аран çитнĕ вырăнсене çитсен юман çулçисен пăшăлтатăвĕпе сана хăйне евĕр асамлăх, вăрттăнлăх хупласа илет. Самантрах истори инçĕшне каятăн, хамăр таврарах çакнашкал пуян вырăн пурришĕн савăнатăн. "Ей Çÿлти Аттемĕр! Санăн яту хисеплентĕр...", - савăннипе сисмесĕрех пăшăлтатаççĕ тутасем. Руç çĕр-шывĕнчи пур мăнастирсем те малтанах çын курман, çын нумай çÿремен вырăнсенче - сĕм вăрмансенче, шурлăхлă вырăнсенче, сăрт-тусем çинче - вырнаçнă. Çакнашкал вырăнсем манахсен Турра кĕл туса юрăхлă пурăнас пурнăçĕшĕн питех те меллĕ.

Чăвашра Александр Невский мăнастирне çакнашкал чăтлăх та сĕм вăрманта йĕркеленинче авлхи Руç йĕркине пăхăнни çеç мар, кунта Туррăн анлă ăсĕ палăрни курăнать. Ку вырăнта мăнастир уçăличчен Каршлăх вырăнĕ çут-çанталăк условийĕсене кура çеç мар, чун тĕлĕшĕнчен те сĕм тĕттĕм вырăн пулнă. Чун шывĕ кĕтекен пушхир пекех пулнă тавралăх. Çак чăтлăх та асамлă вырăна таврари ялсенчи чăвашсемпе пĕрле инçетри уездсенче пурăнакансем  ĕлĕкех Киремете пуç çапса парне пама пуçтарăннă е киле-киле кайнă. Чăвашсенчен чылайăшĕ хăйсене Христос тĕнне йышăнтарсан та аслашшĕсемпе асламăшĕсен йăли-йĕркинчен тÿрех сивĕнмен, кунта çÿреме пăрахман. Вĕсем ĕненнĕ тăрăх Каршлăхри усал вăй - Киремет - çынсен пурнăçĕнче те, общество ĕçĕ-хĕлĕнче те пĕлтерĕшлĕ пулнă. Йывăр вăхăтсенче ăна парне парса авалхи çынсем çак усал вăй хăйсене инкек-синкекрен хăтарасса шаннă, ĕненнĕ. Кусем тĕлĕшпе халăхра паян та сахал мар халапсем çÿреççĕ. Çак вырăнсенче пурăннă чăвашсем тата инçетрен килнисем Турă сăмахĕсене вуланă, псаломсем юрланă т. ыт. те. Кĕлĕсене пĕрле ирттерме пурăна-киле сăрт çинчи вăрманта юпа лартса часовня вырнаçтарнă.

Çулсем иртнĕçемĕн Киремете пуç çапасси чăн Турра ĕненни енне куçнă. Христос вĕрентĕвĕ майĕпен чăн тĕнрен тĕттĕм чăвашсен пурнăçне кĕрсе пынă. Вăхăт иртнĕçемĕн чăвашсем хушшинче те Христос çуттине ĕненекенсен йышĕ  кунсерен ÿснĕ. Пурнăç таппипе тан пыракан чăвашсем виçĕ прихутран пуçтарăнса - Мăн Сĕнтĕр, Ахмане тата Юнкăпа Етĕрне - хăйсен шаннă çыннисем урлă чиркÿ влаçĕсем умĕнче хăйсем хисеплекен вырăнта аслă та таса мухтавлă Александр Невский кнеçе халалласа ун ячĕпе чăвашсен арçын мăнастирне уçма ыйтнă. Çакна валли таврари ялсен общинисем вăрманти виçĕ теçетке çĕре  те уйăрса панă. Таса ĕç пуçланнă. Вăлă кунсерен вй илсе пынă.

Ыр шухăшлă-ĕмĕтлĕ чăвашсен тăрăшуллăхĕпе кĕçех çак вырăнта виçĕ чÿречеллĕ кĕлĕ çурчĕ,  манахсем пурăнмалли улăм витнĕ виçĕ  пÿрт, тырă-пулă упрама икĕ ампар, мунча тата хуçалăхра кирлĕ ытти çуртсем çĕкленсе лараççĕ.

 

Муркаш салинчи Турă амăшĕн Владимир иконин православи чиркÿ прихучĕн настоятелĕ Федор Ягушов иерей тунă ырă пуçарупа кăçалхи Илем праçникĕнченпе (çурла уйăхĕн 2-мĕшĕнченпе) паломниксен темиçе ушкăнĕ Каршлăхра вырнаçнă арçынсен Александр Невский ячĕллĕ мăнастирĕнчи таса çăл куçсем патне çитсе килчĕ.

Ку тăрăхалла килсен Сартаван (вырăсла Сардон) вырăнĕ пирки каланине те илтме пулать. Ĕмĕрхи юмансемпе картланнă тÿпем пĕр енчен чăнкăрах сăртпа, ытти енсенчен тарăн çырма-çатрасемпе «хÿтĕленсе» тăрать. Çак вырăн яланах чăваш ăсчахĕсемпе пĕрлех вырăс ăсчахĕсене те интереслентернĕ. Халăхра ку вырăн пирки пĕр халап пур. Тĕрлĕ ашшĕ-амăшĕнчен çуралнă Сарăпа Дон пĕр çемьере пурăннă. Ÿссе çитсен вĕсем пĕр-пĕрне юратса пăрахнă. Пĕрлешме шутланă. Хĕрпе каччă çак тăрăхри чиркĕве кĕрсен чиркĕве кунта пухăннă халăхпа пĕрле çĕр çăтнă. Чăнлăха çывăх мар çакнашкал халап. Тен вăл çынсем шутласа кăларнă илемлĕ юмах; Кăна Турă çеç пĕлет. Çакă çеç паллă. Çăра вăрман варринче ÿссе ларнă чăваш мăнастирĕ ку тăрăхри халăха христиан çуттине кăларасран хÿтĕлемелли çирĕп вырăн пулнă. Анчах халăхăмăр тĕрлĕ турра ĕненнĕ вăхăт Христос çуттин чăнлăхне хирĕç тăрса çитереймен. Александр Невский ячĕллĕ мăнастир çутта тухман кунти чăвашсем хушшинчи пĕрремĕш çутă хăйăвĕ пулнă. Александр Невский ятне те мăнастир ытахальтен илмен. Çак кнеç - Тăван çĕр-шыв хÿтĕлевçи. Унăн ячĕпе паттăр ĕçĕсем çынсене кĕлеткери е чунри усал вăйсемпе кĕрешме хавхалантарнă. Мăнастирте службăра тăракан пиччĕшсем турра ĕненсе чунри тĕттĕмлĕхе хирĕç тăнă. Вĕсем Христос тĕнĕн таса çутти чăвашсене те çут малашлăх парасса ĕненнĕ. Çак ĕç паян та хăйĕн вăйне çухатман. Анчах усал вăйсем те çывăрмаççĕ. Турра сивленĕ çулсем  çынсен чунĕсенче хура йĕр хăварнă. Çавăнпа та пире Çăлакан каланă сăмахсем иртнĕ вăхăтсенчи пекех паян та пирĕн умра çивĕч тăраççĕ: «Вырмалли нумай, ĕçлекенĕ сахал».

...Виçĕ чÿречеллĕ кĕлĕ çуртне кунта çÿрекен халăхсен, ырă кăмăллă çынсен пулăшăвĕпе турăшсемпе илемлетеççĕ. Çынсен ырă кăмăлĕпех кĕлĕ çурчĕ кĕмĕлтен туса ылтăнпа сăрланă хĕреслĕ, кĕмĕл хуплашкаллă Евангелиллĕ, Турă кĕнекисемлĕ, пысăках мар тăватă чанлă т. ыт. те пулса тăрать.

Çапла, Таса вырăна хăт кĕртессипе тата кунти кĕлĕ çуртне йĕркелессипе вырăнти чăвашсен тата пулăшу ыйтса кунта килсе çÿрекенсен ыркăмăллăхĕ пысăк пулнă. Ырă пуçару вĕçленмен, вăл кунсем ирнтĕ май вăй илсех пынă.

1902 çулта Раççейăн Патшалăх пурлăхĕн тата çĕр ĕç министерстви чăвашсен ял пĕрлешĕвĕсем хăйсем шаннă çыннисем урлă ыйтнине тивĕçтерсе Кĕçĕн Шашкар вăрман дачисенчен мăнастирте пурăнакансене пурăнмалли вырăн валли вунă теçетке, Пихтулин вăрман дачинчен мăнастир харпăрлăхне 70 теçетке те 500 тăваткал чалăш уйăрса панă. Пĕр услови пулнă. Малтанхи 7 теçетке çĕр çинче ÿсекен вăрманшăн мăнастирĕн казнана ултă çул хушшинче 3598 тенкĕ те 88 пус тÿлемелле пулнă. Çак укçана тÿлессине хăй çине Хач-Касси чăваш обществи илнĕ. Кĕçех вĕсем 1263 тенкĕ те 45 пус тÿленĕ.

 

Турă амăшĕн Владимир иконин православи чиркÿ прихучĕн настоятелĕ Федор Ягушов иерей тунă ырă пуçарупа çурла уйăхĕн 2-мĕшĕнченпе 3 эрне хушшинче паломниксен пиллĕк ушкăнĕ (виççĕ - Муркашран, иккĕ - Турайран) Каршлăхра вырнаçнă арçынсен Александр Невский ячĕллĕ чăваш мăнастирĕнчи таса çăл куçсем патне çитсе килчĕ. Унта пулнисем кашниех çĕнĕ кĕпе тăхăнчĕç тейĕн.

Муркаш паломникĕсемпе пĕрле таса çăлкуçсем патĕнче пĕр кунхине Мăн Сĕнтĕр чиркĕвĕн пачăшки Игнатий атте ертсе пынипе çитнĕ паломниксене те тĕл пултăмăр. Мăнастирти чиркÿре каçхи кĕлĕре тăратпăр. «Эй çÿлти Аттемĕр, санăн яту хисеплентĕр! Санăн патшалăху килтĕр!..», - пăшăлтатаççĕ Турра ĕненнипе таса çула тухнă паломниксен тутисем...

Кĕлĕре тăрса парнесем панă хыççăн пухăннисен ушкăнĕ таса çăл куçсем еннелле кайрĕ. Йĕри-таврара хуçаланакан тирпейлĕх Турра ĕненекенсемшĕн пурнăçри хăйне евĕр ырă тĕслĕх.

- Эпĕ Турай чиркĕвĕн старости. Федор аттен ырă пуçарăвне илтрĕм те паломниксен малтанхи ушкăнĕпех таса çăл куçсем патне çитсе курас ĕмĕт çуралчĕ. Паянхи çул çÿреве манпа пĕрле мăшăрăм Ирина, Даниилпа София тата Самуил ачамсем тухрĕç. Çакăн пек вырăн хамăр енчех пулни савăнтарать, - терĕ кĕске калаçура Уйкас Турайри Иван Димитриев.

Чăнах та кунашкал таса вырăн пуррипе Муркашсен усă курмаллах. Пĕрле пулса чунри тасалăха çĕнетмелле, Иисус Христос туррăмăра ĕненессине вăйлатмалла.

... 1902 çулта Раççейăн Патшалăх пурлăхĕн тата çĕр ĕç министерстви чăвашсен ял пĕрлешĕвĕсем хăйсем шаннă çыннисем урлă ыйтнине тивĕçтерсе Кĕçĕн Шашкар вăрман дачисенчен мăнастирте пурăнакансене пурăнмалли вырăн валли вунă теçетке, Пихтулин вăрман дачинчен мăнастир харпăрлăхне 70 теçетке те 500 тăваткал чалăш уйăрса пани питех те пĕлтерĕшлĕ пулнă. Ку çĕрсем çинче мăнастир çурчĕсем тунипе пĕрлех манахсене пурнăç условийĕсемпе те тивĕçтерме май панă. Çаксене шута илсе çав çулхинех Çветтуй Синод арçынсен чăваш мăнастирне туса хунă, ăна Александр Невский ятне панă. Унăн настоятелĕ пулма Антоний игумена çирĕплетнĕ. Антоний игумен хăйĕн чиркÿри пурнăçне çармăçсен Василь-Сурск çывăхĕнчи Михаило-Архангельский ячĕллĕ мăнастирте пуçланă. Турă пулăшнипе тата Турăн мухтавне кĕл тăвакансем ыйтнипе вăл арçынсен Александр Невский ячĕллĕ чăваш мăнастирне килсе çитнĕ.

Игумен Антоний  1862 çулхи пуш уйăхĕн 10-мĕшĕнче Етĕрне уездĕнчи хресчен çемйинче Петр Ивановпа унăн саккунлă мăшăрĕнчен Матрена Ильинаран çуралнă. Манах пулас ĕмĕчĕ унăн земство шкулĕнче вĕреннĕ вăхăтрах тĕвĕленнĕ. Сăлтавĕ - йывăр чир. Унăн тăванĕ каланă тăрăх Антоний çамрăклах сăмах панă: чиртен сывалсассăн мăнастире службăна каять. хăйĕн сăмахне Антоний  Михаило-Архангельский ячĕллĕ мăнастирте кайса пурнăçа кĕртнĕ. Вĕренекенсен вăрăм çулĕпе утса тухса вăл манах пулса тăнă. Унăн тăрăшуллăхĕпе Турă умĕнче службăра тăнине тивĕçлĕ шайра пысăк хак панă. Кĕске хушăрах Антоний служба картлашкисемпе чылай малалла кайнă, чиркÿ тата патшалăх наградисене пĕрре мар тивĕçнĕ.

1901 çулхине Антоний Ĕпхÿ кĕпĕрнинчи чăваш мăнастирĕн настоятелĕ пулса тăрать.

Вăхăт улшăнăвĕпе тан пыракан Антоний 1902 çул вĕçĕнче хăйĕн тăван çĕр-шывне çаврăнса çитет. Кунта вăл Мăн Сĕнтĕр сали çывăхĕнче вырнаçнă «Кармăшлăхри» арçынсен чăваш мăнастирĕн настоятелĕн ĕçне кÿлĕнет.

 

Ку вырăн, маларах каланăччĕ ĕнтĕ, тури чăвашсемшĕн кĕлĕ вырăнĕ пулнă. Ăна аталантарса çĕнĕ шая çĕклесси Антонийшĕн тĕп тĕллев пулнă. Нумай ĕç туса ирттернĕ вăл çакăнта, паянхи мăнастирĕн çирĕп никĕсне хывса хăварнă.

Мăнастирĕн чухăн хуçалăхне алла илнĕ хыççăн Антоний малтанах ку вырăна çветить тăвассипе ĕçлеме пуçлать. Мăнастире килнĕ пĕрремĕш кунсенченех Антоний хăйне пултаруллă та çирĕп тĕллевлĕ çын пек кăтартать. Унăн йĕркелÿ пултаруллăхĕ çÿллĕ шайра пулнă.

Тĕллевлĕ вăй хуни харама каймасть. Кĕске хушăрах çветтуй Александр Невский ячĕллĕ чиркÿ çĕкленет, кунта килекенсен пурнăç шайĕ улшăнать. Антоний настоятелĕн экономика политики те хăйне евĕр пулнă.

Пурнăçне Турра кĕл туса, мухтаса пурăнма халалланă Антоние 1901 çулхи çу уйăхĕн 9-мĕшĕнче çветтуй Синод игумен тивĕçне панă. 1903 çулхи пуш уйăхĕн 13-мĕшĕнче ăна настоятель ĕне туса пыма уйăрнă. Каршлăхри арçынсен чăваш мăнастирне ертсе пыма пуçласан унăн тăрăшуллăхне кура тата мăнастире тул енчен тирпей-илем кĕртнĕшĕн Хусанти Тĕн конституцийĕн указĕпе тав çырăвĕпе, 1911 çулхи çу уйăхĕн 6-мĕшĕнче ..... хĕреспе наградăланă.

Антоние ку тăрăхри пĕртен пĕр чăваш мăнастирне халăхăн тĕн тата чун воспитанийĕн центрĕ туса хума никам та чăрмантарайман. Çапла вара мăнастир кунсерен ÿссе, аталанса пынă. Çынсем хушшинче те унăн чапĕ анлă сарăлнă.

 

(Малалли пулать)

 

А. БЕЛОВ.

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика