Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Поздравление и.о. главы администрации Моргаушского района В.А. Калинина с Днем народного единства

Хаклă ентешсем!   Муркаш районĕн çыннисем!

 

Сире пурне те çывхарса килекен  Раççейри Халăх пĕрлĕхĕн тата Килĕшÿпе çураçу кунĕсем  ячĕпе чун-чĕререн саламлатăп. Çак уявсем  пире тĕрлĕ  наци çыннисен килĕшÿлĕхĕпе халăх пĕрлĕхĕ мĕн тери пысăк пĕлтерĕшлине, пĕр-пĕринпе килĕштерсе пĕр тĕллевлĕн ĕçлесе пырсан çеç çитĕнÿсем тума май пуррине  кăтартса парать

Пĕрле чухне çеç йывăрлăха  çĕнтерме, умри тĕллевсене пурнăçлама пулать. Çакна валли вара  кашни хăйĕн ĕç вырăнĕнче чун-чĕре хушнă пек вăй хуни кирлĕ. Кун пек чухне кирек епле  йывăрлăха та çĕнтерме çăмăлтарах. Вара çĕршыв, республика,  район татах та   вăйлăрах, тĕреклĕрех пулĕ. Пурнăçламалли вара паян сахал мар. Ăнланулăх, пĕрлĕх, килĕшÿ малти вырăнта пулмалла.   

Хисеплĕ ентешĕмĕрсем, малалла та пĕр-пĕринпе  килĕштерсе пурăнасчĕ, пĕр тĕллевлĕн ĕçлесчĕ, пĕр-пĕрне хисеплесчĕ, ăнланасчĕ.  Вара мĕн палăртни пурнăçланĕ. Пурне те çирĕп сывлăх, килĕшÿ, ăнлану, юрату, вăрăм та телейлĕ  кунçул сунатăп.

 

Район пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлаканĕ                В.А. Калинин. 

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика