Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Поздравление главы Моргаушского района с Днем работников сельского хозяйства

Хисеплĕ ял ĕçченĕсем!  Çак пархатарлă ĕçĕн ветеранĕсем!

 

Сире пурне те Ял хуçалăхпе продукци тирпейлекен промышленноçра ĕçлекенсен професси кунĕпе    ăшшăн саламлатăп.

Ял хуçалăх ĕçченĕ, тыр-пул çитĕнтерекен - ĕлĕкренех чи пархатарлă профессисенчен пĕри пулнă. Ку вăл паян та çаплах. Эсир яланах çĕр пирĕн пуянлăх, пире тăрантараканĕ пулнине асра тытса ĕçлетĕр. Кăçал çанталăк условийĕсем хресчене майлах пулмарĕç пулин те, алла усмарăр. Йывăрлăхсене пăхмасăр,   акса-лартса хăварнă ял хуçалăх культурисене вăхăтра тата тăкаксăр пухса кĕртес тесе ырми-канми тимлерĕр.

Выльăх - чĕрлĕх отраслĕнче вăй хуракансем те район аталанăвĕшĕн чунтанах тăрăшаççĕ. Аш, сĕт, çăмарта  ытларах туса илессишĕн тимлеççĕ. Пирĕн паянхи тĕллев - малалла хальхинчен тата та ÿсĕмлĕрех вăй хурасси. Ку вара йăлтах сирĕн  тăрăшулăхăртан килет.

Уяв умĕн районти хресчен (фермер) хуçалăхĕсене,  килти хушма хуçалăх тытакансене те ырăпа асăнас килет. Район аталанăвĕнче вĕсен тÿпи те çителĕклех.

Уйрăм тав сăмахĕсене шкулсенче вĕренекенсен ячĕпе те каламасăр иртме çук.  Çуллахи вăхăтра ял хуçалăх культурисене çумкурăкран тасатма пулăшаççĕ, вырмара йĕтемсем çинче вăй хураççĕ. Кĕркунне ял хуçалăх предприятийĕсенче аслисемпе тан  çĕрулми пухса кĕртнĕ çĕрте тăрăшаççĕ. Ашшĕ-амăшĕсем хăйсен ывăл-хĕрĕсене мĕн пĕчĕкрен ĕçе хăнăхтарса ÿстерни кăмăла çĕклет.

Тавах сире, ял ĕçченĕсем,  чун-чĕререн пурнăçлакан пархатарлă ĕçĕршĕн, чăтăмлăхăршăн, тăрăшулăхăршăн.

Умра - Пукрав, сивĕ хĕл кунĕсем. Çакă пирĕн яваплăха татах та ÿстерме ыйтать.  Продукци туса илессипе, выльăх – чĕрлĕх йышне сыхласа хăварса, вĕсене  ăнăçлă хĕл каçарассипе тимлемелле. Çитес çул валли пахалăхлă вăрлăх хатĕрлесе хăвармалла. Ку тĕлĕшпе те эсир хăвăртан  килнине йăлтах пурнăçласса, йывăрлăхсене çĕнтерсе, ÿсĕмсем тăвасса шанатăп.

  Пурне те сире çирĕп сывлăх, телейлĕ те вăрăм ĕмĕр сунатăп. Çемйĕрсенчи килĕшÿпе юрату тăрăшса ĕçлеме, тулли пурнăçпа пурăнма хавхалантарса, вăй парса тăтăр. Сĕтел çи яланах тулăх пултăр.

 

 Район пуçлăхĕ                                                                        Ю.А.Иванов.

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика