Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Поздравление главы Моргаушского района с Международным днем учителя

Хисеплĕ учительсем, вĕрентÿ учрежденийĕсен ĕçченĕсем,  воспитательсем, педагогика ĕçĕн ветеранĕсем!

 

Сире пурне те çывхарса килекен професси уявĕ - Учительсен пĕтĕм тĕнчери кунĕ ячĕпе чун- чĕререн саламлатăп.

Учитель ĕçĕ мĕн ĕмĕртенпех сумлă та пархатарлă пулнă. 2010 çул Учительсен çулталăкĕ пулни пирĕн çĕршывра çак професси çыннисем мĕн тери хисеплĕ пулнине тепĕр хут çирĕплетсе парать. Эсир ачасене ăс-тăн панипе пĕрлех вĕсем чăн - чăн çын пулса ÿсчĕр тесе тимлетĕр, йывăрлăхсене çĕнтерме, пурнăçра хăйсен вырăнне тупма хăнăхтаратăр.

Паян пурнăç кунран кунах çĕнелсе улшăнни сирĕн яваплăха та ÿстерме ыйтать. Ачасене тĕрлĕ предметсемпе тарăн пĕлÿ панипе пĕрлех çĕнĕ технологие алла илме вĕрентмелле. Çакна валли паян шкулсенче условисем çителĕклĕ: вĕсем компьютерсемпе  пуянланчĕç, шкулсен пурлăхпа техника бази те палăрмаллах  çирĕпленчĕ. Учитель ĕçĕ ахаль те пултарулăхпа тачă çыхăннă. Вĕрентÿ ĕçне пырса кĕрекен çĕнĕлĕхсем вара сире татах та ÿсĕмлĕрех, тăрăшарах вăй хума хистеççĕ, хавхалантараççĕ.

Хисеплĕ  вĕрентекенсем!  Çĕршыв пуласлăхĕ сирĕн тăрăшулăхăрпа пуçарулăхăртан, ачасене мĕнле вĕрентсе воспитани панинчен  нумай килет. Эсир çакна чун-чĕререн ăнланса вăй хуратăр. Тавах сире çакăншăн. Хăвăрăн ĕçе, ачасене юрататăр, вĕсен пуласлăхĕшĕн çунса тăратăр. Çак пархатарлă енсем сирĕнте нихăçан та  ан иксĕлччĕр. Малалла та хăвăрăн тивĕçĕре тÿрĕ чунпа пурнăçласса, татах та пуçаруллăрах пуласса  шанса тăратăп.

Пурсăра та  ырлăх-сывлăх, ăнăçу, творчествăлла хавхалану, телей сунатăп. Çăмăл мар, анчах пархатарлă ĕçĕрте  вăй-хал та, чăтăмлăх та, чун ăшши те çиттĕрччĕ сирĕн. Çывăх çыннăрсен  юратăвĕпе  ăнланăвĕ çĕнĕ çитĕнÿсем тума хавхалантарса пыччăр.

 

                  Район пуçлăхĕ Ю. А. Иванов.

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика