Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Поздравление главы Моргаушского района с днем пожилых

Сире Пĕтĕм тĕнчери Ватă çынсен кунĕ ячĕпе чун-чĕререн саламлатăп.

Сирĕн хушăра Аслă Отечественнăй вăрçăра Тăван çĕршыв ирĕклĕхне хÿтĕленĕ, Аслă Çĕнтерĕве çывхартассишĕн тылра ырми- канми вăй хунă ватă çынсем те сахал мар.  Вăрçăн нуши-тертне аслисемпе  тан чăтса ирттернĕ, паянхи пуласлăхшăн пĕчĕкренех тăрăшнă «вăрçă ачисем» те чылай районта. Вăрçă хыççăн та сирĕн пурнăç çăмăл пулман: халăх хуçалăхне ура çине тăратассишĕн кунне-çĕрне пăхмасăр  вăй хунă, çĕршывăмăр çирĕп те хăватлă пултăр тесе тимленĕ. Тавах сире нимпе танлаштарма çук паттăрлăхăршăн, пархатарлă ĕçĕршĕн, пире мирлĕ пурнăç парнеленĕшĕн.  Паян та эсир район пуласлăхĕшĕн çунса тăратăр.  Çитĕнекен ăрура ăс-хакăл, ĕçченлĕхпе патриотизм  туйăмне çирĕплететĕр.  Сирĕн  умăрта эпир çĕре çити пуç таятпăр.

Хисеплĕ çыннăмăрсем! Эсир нихăçан та нимĕнле йывăрлăха та  парăнман. Пĕрмаях çирĕппĕн  малаллах утнă, çитĕнÿ хыççăн çитĕнÿ тунă. Сирĕн пуян опытăр пирĕншĕн çав тери хаклă. Эпир  сирĕнтен вĕренсе пыратпăр, йывăрлăхсене чыслăн çĕнтерме тăрăшатпăр.

Районти ветерансен, район администрацийĕн пуçлăхĕ çумĕнчи пуян опытлă ватă çынсен Канашĕсем, вĕсен усăллă сĕнĕвĕсем пире ĕçре пулăшса пыраççĕ, малаллахи çула кăтартса пыраççĕ, çĕнĕ çитĕнÿсем тума хавхалантараççĕ.

Сывлăхăр сирĕн çирĕп, кунçулăр вăрăм пултăр. Телейпе ăнăçу пĕрлех çÿреччĕр.  Çывăх çыннăрсем яланах юнашар пулччăр, пурăнма вăй-хал парса тăччăр. Вĕсен  ăнланăвĕпе чун ăшши ватлăхăра канлĕх кÿтĕр.

 

              Район пуçлăхĕ Ю.А.Иванов.

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика