Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Поздравление главы Моргаушского района Ю.А. Иванова со Всероссийским днем семьи, любви и верности.

Хисеплĕ ентешсем!

 

Сире пурне те Çемье, юрату тата шанчăклăх кунĕ ячĕпе саламлатăп.

Пирĕн çĕршывра çемье ыйтăвне тĕпе хураççĕ, унăн пĕлтерĕшне пысăка хурса хаклаççĕ. Юлашки çулсенче çемьесене пулăшас тесе патшалăх шайĕнче туса ирттерекен ĕçсем  те çакна çирĕплетсе параççĕ.  Ку уява туса хуни  те çакăн çинченех калать.  

Çемье, тăван кил ăшши пире ĕмĕр тăршшĕпех вăй-хăват парса тăрать. Кунтах ача пур енлĕн аталанса ÿсет, ырăпа усала уйăрма  хăнăхать, ырă ĕçсем тума, çын пулма вĕренет.    Çавăнпа та  ашшĕ-амăшĕн ачисем туслă çемьере çитĕнччĕр, вĕсем тĕрĕс воспитани илччĕр  тесе  тăрăшнине нимĕн те çитмест. Эсир пĕр-пĕринпе ырă чунлă пулнине, пĕр-пĕрне шаннине, пĕрле канашласа йывăрлăхсене çĕнтерме çăмăлраххине ывăл-хĕрĕсем  курса-туйса ÿсеççĕ, хăйсем те кайран сирĕн пекех пулма тăрăшаççĕ. Çемьери юратупа килĕшÿ вĕсене пурнăç çулĕпе тĕрĕс утма пулăшаççĕ.   Кунта Павел апостол  каланине илсе кăтартни вырăнлă пулĕ: юратакан çын чăтăмлă пулать,  усал ĕç  тумасть, ăмсанмасть,  тĕрĕсмарлăха курса   савăнмасть, каçарать, шанать, ĕненет, çынсене ырă сунать.  Асрах тытасчĕ çакна.

Çак уява халалланă Петрпа Феврония Муромскисем пек ĕмĕр тăршшĕпех  таса та ырă чунлă пулмалла,  пĕр-пĕрне чĕререн парăнса, ăнланса, пулăшса, чăн-чăн таса юратупа пурăнмалла пултăрччĕ сирĕн.  Сывлăхăр çирĕп, кунçулăр вăрăм пултăр. Телей сирĕнтен айккинелле ан пăрăнтăр. Чун ăшши пурин валли те çиттĕр.

 

Район пуçлăхĕ                                                                    Ю.А. Иванов.

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика