Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Поздравление главы Моргаушского района с днем пожилых.

Хисеплĕ ĕçпе вăрçă ветеранĕсем, тыл ĕçченĕсем!

Хаклă ватăсем!

 

Сире  пурне те ватă çынсен пĕтĕм тĕнчери кунĕ ячĕпе чун-чĕререн саламлатăп!

Сирĕн пурнăç çăмăл пулман: халăх хуçалăхне ура çине тăратассишĕн кунне-çĕрне пăхмасăр вăй хунă, çĕршывăмăр çирĕп те хăватлă пултăр тесе тимленĕ, тăван çĕр ырлăх- пурлăхĕ пуянрах пултăр тесе хăвăра  шеллемен.  Сирĕн вăрçăра тата ĕçре тунă çитĕнÿсем  Чăваш енĕн тата тăван районăн чапĕпе мухтавĕ пулса тăраççĕ, малалла аталанма, çитĕнÿсем тума  пулăшса пыраççĕ.

 Эсир  паян та стройра: çамрăксене хăвăр опытпа паллаштаратăр, тĕрлĕ сĕнÿ-канашпа пулăшса пыратăр.  Сирĕн хисепе тивĕçлĕ ĕçĕрпе паян  ачăрсем, мăнукăрсемпе мăнукăрсен ачисем мăнаçланаççĕ, сирĕнтен тăван çĕр-шывшăн чунран тăрăшса ĕçлеме, йывăрлăхсене чыслăн çĕнтерсе пыма вĕренсе пыраççĕ.

Хисеплĕ ватăсем! Сире пархатарлă ĕçшĕн, нимпе танлаштарма çук паттăрлăхшăн çĕре çити пуç таятăп. Пĕтĕм чунтан ырлăх-сывлăх, вăрăм кун-çул, телейпе ăнăçлăх сунатăп. Сирĕн кил-çуртăрта яланах хăтлă та ăшă пултăр, çумăрта юратакан тата пулăшса тăракан çынсем пулччăр!

 

 

Муркаш район пуçлăхĕ                                        Ю. А. Иванов

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика