Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Реферат Раевской Марины ученицы 11г класса Моргаушского лицея "ЧАПЛĂ ЕНТЕШĚМĚРĚН ПУРНĂÇĚПЕ ПУЛТАРУЛĂХĚ"

ЧР ВĔРНТỸ МИНИСТЕРСТВИ

 

 

 

 

Н.В. НИКОЛЬСКИЙ.

 

ЧАПЛĂ ЕНТЕШĔМĔРĔН

 ПУРНĂÇĔПЕ  ПУЛТАРУЛĂХĔ.

 

Ĕçе çыраканĕ -  Раевская Марина, Муркаш лицейĕ, 11Г  класс.

Ĕçе ертсе пыраканĕ –С.П.Григорьев, чăваш чĕлхи вĕрентекенĕ

 

 

 

 

 

 

МУРКАШ – 2003

 

 

 

 

 

 

Усă курнă литература:

1.     А.Данилов «Чăваш журналистикин аталанăвĕ»

 

 

1. Чаплă ентешĕмĕр – улăп профессор.

2. Н.В.Никольский – чăваш пичетне пуçарса яраканĕ.

3. «Хыпар»– саманасен кĕперĕ.

4. Н.В.Никольский çурални 125 çул.

 

ЧАПЛĂ ЕНТЕШĔМĔР.

Николай Васильевич Никольский  1878 çулхи çу уйăхĕн 7/19/- мĕшĕнче хальхи Чăваш республикинчи Муркаш районĕнчи Купăрля  ялĕнче хресчен çĕр – виçевçĕ çемйинче çуралнă. Тĕн семинарĕнче тата академийĕнче вĕреннĕ. Паллă историк, этнограф, общество деятелĕ, истории наукисен докторĕ, Хусан университечĕн профессорĕ, Атăлçи вак халăхсен обществин йĕркелÿçи тата пĕрремĕш председателĕ /1917/, Тухăç халăхĕсен Хусанти  пĕрремĕш консерваторийĕн  никĕслевçи тата пĕрремĕш директорĕ, Хусан кĕпĕрнин земство управин председателĕ /1917/, Чăваш «Шупашкар» университечĕн никĕслевçи.

1918, 1932, 1938-39 çулсенче влаçсем Н.В.Никольский хваттерне темиçе хут та ухтарнă, хăйне тыта-тыта хупнă. Хисеп курмасăр пурăннă. Чухăнра вилнĕ. Никольские хусанти Ар масарĕнче пытарнă.

1906 çулта «Хыпар» хаçат тухма тытăнать. Вăл тÿрех чăвашсен чи юратнă хаçачĕ пулса тăрать. «Хыпара» 1907, 1918 çулсенче темиçе хутчен те хупнă, пурлăхне тыта-тыта илнĕ. 1918-1991 çулсенче  «Хыпар» никĕсĕ çинче «Канаш», «Чăваш коммунни», «Коммунизм ялавĕ» хаçатсем тухса тăнă. 1991 çулхи çурла уйăхĕн 30-мĕшĕнче «Хыпар» тăваттăмеш хут хăйĕн малтанхи ятне тавăрнă. Паянхи кун Н.В.Никольский пуçарнă «Хыпар» хаçат чи юратни, чи пысăк тиражли.

1916 çулта хĕрĕхе пуснă Н.В.Никольский истории наукисен докторĕ пулма диссертации хатĕрленĕ. Чăваш культурине аталантарас тĕлĕшпе чăвашлăха хĕм парса вăйлатас енĕпе тимлесех ĕçлекен ученăйя «Улăп – профессор»,- тесе хисепленĕ хăй вăхăтĕнче Хусанти паллă ăсчахсем. Мускав ăсчахĕсем те асăрханă Н.В.Никольские. Тĕпчевсĕ ĕçĕсене пăхса тухса, тишкерсе 1928 çулта Н.Я.Марр академик, 1929 çулта Н.Н.Поппе профессор Никольский ĕçĕсене питех те пысăка хурса хакланă.

Н.В.Никольский, чăнах та, наука енĕпе çав тери пысăк, улăпла ĕçсем туса хăварнă. Тĕн академине пĕтерсен, вăл хăйĕн пурнăçне чиркÿпе çыхăнтарма шутламан, академи çумĕнчи курсра чăваш чĕлхине вĕрентнĕ, Хусанти тĕн семинарĕн преподавателĕ пулнă.

Наукăра хĕрсе кайсах ĕçлеме тытăнса  Хусанти, Петербургри, Мускаври, Чулхулари архивсенче чăвашсем тата Атăл тăрăхĕнчи ытти халăхсем çинчен çырнă документсем нумай пухнă, час-часах ялсене кайса çÿресе, халăх пурнăçĕпе йăлисене тĕпчеме кирлĕ материал чылай тупнă. Чăваш халăх историйĕпе этнографи ыйтăвĕсем тата ĕçлĕ хутсем ытларах пухас енĕпе уйрăм программăсем пичетлесе кăларать, ялсене салатать.

Кĕнеке хыççăн кенеке тухать Н.В.Никольскийăн. «Народное образование  у чуваш» 1906 çулта  пичетленсе тухать. 1912 çулта учёнăй палăрмаллах пысăк тĕпчев ĕçне – «Христианство среди чуваш среднего Поволжья в 16-17 вв.» кĕнеке кăларать. Унта автор çак шухăш патне килсе тухать: чăвашсемпе ытти халăхсене православи тĕнне хăйсен ирĕкепе, тăван чĕлхепе усă курмалла пулнă. Çак кĕнекере вăл чăвашсене 16 ĕмĕртен пуçласа, уйрăмах 18 ĕмĕрте, Христос тĕнне вăйпа, ирĕксĕрлесе  йышăнтарнине питĕ нумай документпа çирĕплетсе кăтартать. Çавна май чиновниксемпе пуп таврашĕсем халăха çав тери пусмăрланине, тĕрлĕ майпа çаратса пурăннине хытă питлет. Каярахпа çырнă ĕçсенче те ученăй çав темăна малалла тăсать. Н.В.Никольский хăйĕн «Краткий курс этнографии чуваш» /1929ç/ кĕнекинче чăвашсем пурăнакан вырăнсене, вĕсен пĕтĕм йышне, сăн-сăпатне, уявĕсене, тĕнне, ялĕсене, çурт-йĕрне, хуçалăхне, ĕç хатĕрĕсене, тумтирне, апат-çимĕçне тĕплĕн кăтартнă. Мускав профессорĕсем унăн ĕçне çапла хакланă: «Атăл тăрăхĕнчи халăхсен йăли-йĕркине тĕпчекенсенчен чи пысăкки хальхи вăхăтра Н.В. Никольский  шутланать».

Н.И. Ашмарин  профессор çапла çырнă: «Этнографии ĕçĕсене пăхсан, чăвашсен культурине наукăра çутатса тата çак ĕçе ертсе пыма пултаракан чылай хатĕрленĕ çынсенчен пĕртен-пĕр Н.В.Никольский çеç палăрма пултарчĕ».

Чăваш прфессорĕн наукăри паллă ĕçĕсене хамăр çĕршывра çеç мар, чикĕ леш енче те пĕлнĕ.

1917 çулхи революции хыççăн Н.В.Никольский общество ĕçĕсене активлă хутшăнать. Часах Атăл тăрăхĕнчи  вак халăх обществине пуçарса ярать. Çак общество халăха çутта каларас, тăван чĕлхепе кĕнекесем пичетлес тĕлĕшпе тăрăшсах ĕçлеме пуçлать. Çав çулах, çĕртме уйăхĕнче, Николай Васильевича Хусан кĕпернин земство управин председательне суйлаççĕ. Çакăнта  çулталăк  çурă ĕçлесе вăл уессенче тутарсем, чăвашсем, çармăçсем, удмуртсем вали учительсем хатĕрлекен семинарии уçассишĕн нумай тăрăшнă. Сăмахран, Никольский пуçарнипе 1917 çулхи авăн уйăхĕнче Теччĕри  учительсен семинарине уçнă.

Н.В. Никольский çав çулхи октябрь уйăхĕнчех профессор ятне илнĕ. Мускав университечĕн императорски совечĕ 1916 çулхи утă уйăхĕн 24-мĕшĕнче ăна 725-мĕш  номерлĕ документ парать. Ÿнта çапла çырнă: «Историпе филологи факультечĕ Н.В. Никольский 1916 çулхи çу уйăхĕн 26-мĕшĕнче истории наукисен докторĕн степенне пани çинчен çирĕплетет». Çавăн хыççăн ăна профессор ятне параççĕ.

Патша самани хыççăн совет влаçĕ пуçлансан 1919 çулхи чÿк уйăхĕн 28-мĕшĕнче Н.В.Никольский каллех профессор ятне тивĕçлĕ пулать. Часах виççĕмĕш хут профессор ятне илет вăл.

1922-1926 çулсенче Н.В.Никольский, профессор ятне илнĕскер, Хусанти ял-хусалăх институтĕнче куççăн мар мелпе /заочно/ вĕреннĕ. Институт пĕтерсен ăна квалификаципе агроном ятне илни çинчен ĕнентерекен хут параççĕ.

Медицина наукине те пикенсех, тĕплĕн вĕренсе алла илет вăл. «Народная медицина» ятлă кĕнеке те çырать.

Н.В. Никольский музыкăна лайăх ăнланнă. Чăваш халăх юррисене нумай пухнă. 1919 çулта Хусанта Тухăç консерваторине уçнă, унăн пĕрремĕш ректорĕ тата профессорĕ пулнă.        

Н.В.Никольский – чăваш пичетне пуçарса яраканĕ. Николай Васильевич, истории наукисен докторĕ, профессор, «Хыпар» - 1906-1907 çулсенче эрнере пĕрре тухса тăракан чăваш хаçачĕ пирки аса илсе çырнинчен:

«Вырăс халăхĕ хаçат кăларас шухăша никам та хирĕç пулман. Вырăс мар халăхсем валли  вара хаçат кăларасси пирки калаçнă чухне хирĕçлеме пуçланă: вырăс мар халăхсене хаçат мĕн тума кирлĕ?; вĕсен вырăссемпе пĕрлешсе каймалла; хаçат – вырăсланас юхăма  вăрăмлатни кăна, вăл Раççейри пĕчĕк  тата аслă халăхсем хушшинче пачах кирлĕ мар сепаратизм туртăмне çуратать. 1905 çулта сăмахпа пичет ирĕклĕхе паллă манифеста кăларнă хыççăн та «инородецсем» тесе чĕнекен халăхсем валли хасат-журнал ĕçне йĕркелессине кăмăллакансем пулман».

1905 çулхи раштав пуçламăшĕнче Н.А. Бобровников Н.В. Никольские чăваш хаçатне кăларса пăхма сĕнет, хăй вара издатель пулма килĕшет. Пĕчĕк канашлура пулас хаçатăн планне сÿтсе явнă хыççăн чăвашла, эрнере пĕрре «Хыпарсем» ятлă хаçат кăларма ирĕк  ыйтса губернатора çыру яраççĕ. Çырура хаçата кăлараканĕ Н.А.Бобровников, редакторĕ Н.В.Никольский пулать тесе пĕлтереççĕ. Хуравне нумай кĕттермерĕç:  виç кунтан хаçат кăларма май çук тесе пĕлтерчĕç.

1905 çулхи раштавăн çурринче Н.В.Никольский каллех губернатор патне çыру ярать. Унта каллех чăвашла «Хыпар» ятлă хаçат кăларма тата унăн редакторĕ пулма ирĕк ыйтать. Хаçат мĕнле ыйтусемпе тухса тăрасса та пĕлтерет:

1. Хура халăх çинчен кăларнă саккунсем.

2. Патшалăхра халĕ пулакан ĕçсем.

3. Вырăс халăхĕн тата ытти халăхсен пурнăçĕ.

4. Ют патшалăхсем.

5. Ялта пÿрт-çурт тытса тăрасси тата ытти ĕçсем.

6. Суту-илÿ хыпарĕсем.

7. Шкулсем.

8. Халăхпа е прихутпа тумалли ĕçсем.

9. Чăвашсем, вырăсссем, ытти халăхсем çырни.

10. Çĕнĕрен тухнă кĕнекесем.

11. Хаçат сыракансем пĕр-пĕр япала çинчен çынсем ыйтсан - тусан, çак япаласем мĕн пулассине, вĕсем мĕне пĕлтернине шăпах каласа кăтартаççĕ.

Икĕ кунтан хаçат кăларма ирĕк панă. 1905 çулхи раштав  вĕçĕ хаçат кăларма хатĕрленсе иртсе каять. Н.В.Никольский тĕп типографипе калаçусем ирттерет, академии издательствинчен пулăшу ыйтать, почтăпа калаçса татăлать.

Чĕмпĕр чăваш шкулĕнчен 1905 çулхи революции юхăмне хутшăннăшăн кăларса янă Семенов Тимофей, Трофимов Ефим тата ыттисем те редакци сотрудникĕсем  пулса тăраççĕ. Вĕсемсĕр пуçне «Хыпар» хаçат валли  статъясемпе заметкăсем çырса пама Хусанти вăтам шкулсенчи вĕрентекенсем килĕшеççĕ.

«Хыпар» хаçат редакцине малтанах асăрхаттараççĕ: политика ыйтăвĕсемпе çырнă статъясене пичетлетĕр пулсан, пирвайхи номер тухсанах хаçата хупатпăр. «Хыпарăн» цензорĕ Н.И.Ашмарин пулнă.

Хаçăт тухасси çинчен хĕрлĕ, симĕс, кăвак хут çинче 300 экземпляра яхăн пĕлтерÿ пичетлет. Ана Чĕмпĕр, Хусан, Самар, Епхÿ, Еренпур, сарату, кĕпернисенчи чăваш ялĕсене ярса параççĕ. Çак ĕçсемпе пĕтĕмпех раштав уйăхĕнче аппаланма тивет.

Пурин чунĕнче те хавасланчĕ. «Хыпар» хаçатăн пĕрремĕш номерĕ тухни редакцире ĕçлекенсемшĕн те, чăваш халăхĕшĕн те пысăк уяв пек, культурăллă çĕнĕ пурнăçăн çуркунни евĕр туйăнчĕ. Çак хаваслăх вăхăтĕнчех чăваш çамрăкĕсем хатăрлеме темăсем ыйтма пуçларĕç. Темисене те пачĕç.

Н.В.Никольский хăйĕн «Хыпар – 1906-1907çç.  эрнере пĕрре тухса тăракан чăваш хаçачĕ» аса илĕвĕсенче çапла çырать: 1917 çул çитрĕ. Вулакансем хаçата кăларма хистесех ыйтма пуçларĕç. «Хыпар» каллех тухма тытăнчĕ, хальхинче вара малтан пĕлтермесĕр, влаçсенчен ыйтмасăртата цензурăна кăтартмасăр. 1906 çулхи пекех унпа пĕрле пĕр вăхăтра наука ыйтăвĕсемпе брошюрăсем, кĕнекесем, листовкăсем тухма тытăнчĕç. Хаçата ĕнтĕ нимĕнле влаç та чăрмантармасть, арестлеместь, мĕн çырмаллине хушмасть. Каярахпа ăна «Канаш» /Советы/ ятпа кăларма пуçлаççĕ, унтан вăл «Чăваш комунни»  пулса тăрать. Çапла майпа 1906 çулта «Хыпар» хаçатшăн вăй хунă çынсен ĕçĕ сая каймарĕ. Майлă вăхăт çитсен «Хыпар» никĕсĕ çинче хаçат литератури аталанма тытăнать.

1917 çулхи нарăс уйăхĕн вĕçĕнче патша тытăмне пĕтерсе хунă хыççăн Н.В.Никольский Атăлçи халăхĕсен хăйне май ушкăнне тăвасси пирки ĕçлеме пуçлать. Вăл пуçарнипе пуш уйăхĕн вĕçĕнче Хусанти тĕрлĕ халăх çыннисен пухăвĕ пулса иртет. Унта хутшăннă çынсем: 150 чăваш, 43 çармăç, 26 тутар-крашен, 7 удмурт, 2 мăкшă, перер çын калмăксенчен, пушкăртсенчен, латышсенчен, эстонсенчен, финнсенчен, якутсенчен пулнă. Çак аслă пухура «Атăлçи вак халăхĕсен обществине» туса хунă. Пухура Атăлçи халăхĕсене тăван йăхĕсене чĕртес, вĕсем вали кĕнеке-хаçат кăларма пуçлас, обществăна укçа – тенкĕпе пулăшасси чĕнсе калаçаççĕ Тăван чĕлхепе тухакан хаçат тăвасси чи пысăк тĕллевсенчен пĕри пулнă. Никольский ячĕпе çине-çине çырусем килеççĕ. «Хаçат кăларма ыйтатпăр,- тархасласах ыйтнă унта.

«Хыпарăн» пĕрремĕш номерĕ 1917 çулхи çу уйăхĕн 1-мĕшĕнче тухнă. Ку вăл иккĕмĕш « Хыпарăн» чĕрĕлсе тăнă кун. «Хура халăх хаçачĕ»-тенĕ ăна. Эпиграфĕ – «Пĕтĕм çĕр хура халăха пултăр». Кăлараканĕ – «Атăлçи вак халăхсен обществин» чăваш секцийĕ.

Малтанхи «Хыпар» эрнере пĕрре тухса тăнă пулсан, çĕнĕ «Хыпар» эрнере иккĕ тухать. Каярахпа эпиграфĕ те улшăнать: «Пĕтĕм чăваш, пĕрлешĕр!»

Пĕрремĕш хаçатри пекех иккĕмĕшĕнче те редакторсем час-часах улшăнаççĕ. Вĕсенчен паллăраххи – Алексей Милли/Алексей Прокопьевич Прокопьев (1894-1942çç.)/  Вăл иккĕмĕш «Хыпарта» пĕрремĕш номертен пуçласа чи юлашкине çитиенех ĕçленĕ.

Иккĕмĕш «Хыпарăн» редакторĕ пулнă çынсенчен тепри Андрей Васильевич Васильев. Вăл 1917 çулхи çу – çĕртме уйăхĕсенче редактор пулнă. Каярахпа вăл чăвашсен «Шурăмпуç» ятлă журнал редакторĕнчĕ  тата «Канаш» хаçатра ĕçленĕ.

Никонор Петрович Петров редактор Хусанти учительсен семинарийĕнчен вĕренсе тухнă. Ана «Ана» журналăн (ял-хуçалăх журналĕ) секретарĕ пулма лартнă. 1918 çулхи çурла уйăхĕн пуçламăшĕнче вăл «Хыпар» хаçатăн  редакторĕнче ĕçлет.  Хăйĕн статйисене «Ширновай» псевдонимпа пичетлет.

Н.В. Никольский «Хыпар» редакцийĕнче час-часах пулнă, редакторсемпе сотрудниксене  ырă канашсемпе сĕнÿсем панă.

1918 çулхи кăрлач уйăхĕнче Пĕтĕм Раççейри чăваш çар çыннисен съезчĕ пулса иртет, унта тĕп Канаш туса хунă. Çавăнпа Чăваш халăхĕн ушкăнĕн вăйĕ хавшама тапратнă. 1918 çулхи нарăсăн 22-мĕшĕнче «Хыпар» хупăннă. Тепĕр ултă кунтан хаçат «Канаш» ятпа пичетленме тытăнать.

Виççĕмĕш «Хыпарăн» историйĕ пушшех те синкерлĕ. Ана тĕпчеме майсем те çук: докусентсем сыхланса юлман.

Мĕнле хаçат вăл? Ара, 1918 çулта хупăннă-çке-ха! Хăçан, епле чĕрĕлнĕ вăл? Нумайăшĕ – революции саманинче палăрнă çынсем ĕçленĕ «Хыпарта». Вĕсенчен ытларахăшĕ  - Шупашкар уесĕнчи ялсенчен Хусана  килнĕскерсем, политикăпа общество ĕçĕнче самаях палăрнă çынсем пулнă.

Хусанта большевиксен влаçĕ пĕтни, хула хăйсемпе пĕр шухăшлисемпе лекничăваш эсерĕсене, уйрăмах учередительнăй пуху члене суйланнисене, Чăваш наци обществин ертÿçисемпе активисчĕсене хавхалантарса янă. Ма хаçат кăлармалла мар? «Ана» хаçат редакцийĕпе усă курас! Унăн тĕп сотрудникĕсем эсерсем, ыттисем те пĕр пусмăрламасăрах ĕçлеме килĕшеççĕ. «Хыпар» хаçатăн малтанхи номерĕ Н.И.Кубачов сырнă «Чăваш халăхĕ, вăран» чĕнÿпе уçăлнă. Унта большевиксемпе сулахай эсерсене питлени, шуррисем Хусана çитнишĕн  савăнни, вĕсем хăйсен тăшманĕсене çĕнтерессе шанни… Хĕрлисем Хусана таврăниччен «Хыпар» пĕтĕмпе 3 номер пичетленнĕ.

Эсерсем «Хыпар» хаçата тепер хут чĕртме хăтланнине  ку таранччен тиркесе çеç асăннă. Ара, Кама кирлĕ пулнă «тăшмансен»  Октябрьти  революцие хирĕçле пичечĕ? Хальхи куçпа пăхса хакласан, большевиксен цензуринчен ирĕклĕ Пичет тума хăтланни хăйне май ырă ĕç. 1918 çулхи кĕркунне чăваш эсерĕсен пурнăçĕнчи  Февральти тата Октябрьти революцисемпе çыхăннă  тапхăр вĕçленнĕ. Нушаллă самана тапраннă сак партии организацийĕн ертÿçисемпе хастар çыннисемшĕн. Аслă диктатор çĕпĕрти Колчак адмирал эсерсене курайман, вĕсене «революцие сутакансем»  тесе хакланă. Кам мĕнле пултарнă, çапла  тарса саланнă вĕсем.

Шуррисене хăваласа  ярса хулана  ирĕке кăларсан, 1918 сулхи сентябрьте Хусанта  чăваш коммунисчĕсем партии йĕркелеççĕ. Часах чăваш хĕрлĕ армеецсен пичече çуралать. «Чухăнсен сасси» хаçат тухма тытăнать.

 

«ХЫПАР» - САМАНАСЕН КĔПЕРĔ.

 

Йывăрпа çуралнă чăвашсен пĕрремĕш хаçачĕ. Пирĕн малтанхи çыравçăсенчен пĕри  Иван Яковлевич Юркин 1899 çултах «Пулхар» хаçат  кăларасшăн пулнă, анчах ун ĕçĕ тухман. Пуп пулмалли çын Н.В. Никольский вара Хусан губернаторĕнчен хисте-хисте «Хыпар» ятлă чăваш хаçатне кăларма ирĕк паракан хут илетех. Çапла Азипе Европăра, нумай-нумай çĕрте йĕр хăварнă чăваш халăхĕ вали вăл пĕрремĕш хаçат кăларма тытăнать.

Çапла пуçланать Н.В.Никольскийăн, эпир халиччен хакласа çитереймен, паттăрла ĕçĕ. Анатри чăваш Иван Яковлев тунă çырулăх тата тури чăваш Николай Никольский çак çырулăхпа никĕсленĕ хаçат сапаланса кайнă тĕрлĕ-тĕрлĕ хутлăхри чăвашсене пĕрлештерессе. Хасат тухма пуçличчен Самарăпа Епхÿ, Хусанпа Чĕмпĕр кĕпĕрнисенче чăвашсен хастар яш-кĕрĕмĕпе хĕр-упраçĕ  - çутталла туртăнаканскерсем – Чĕмпĕрти  чăваш шкуленче е тĕн семинарийĕнче ятарлă ушкăнта кăна тĕл пулнă.

Эрнере пĕрре тухса тăракан хасат вара вун-вун çынна вĕсем чăваш пулнине, чăвашăн та вырăссенни пекех хаçат пурине, чăваш вырăсран нимĕнпе те кая юлманнине, чăвашăн хăйне телейлĕ тăвас тесен çутталла туртăнмаллине кăтартса панă.

1991 çулхи çурла ÿйăхĕн 30-мĕшĕнче çĕкленчĕ историн хăрушă ураписем айĕнче çунса кĕлленнĕ «Хыпар» . 80,90 сул каяллахи «Хыпарăн» номерĕсене «Канаш», «Чăваш комунни», «Коммунизм ялавĕ» хаçатсен номерĕсем çумне  хушрăмăр. «Хыпарăн» пĕрремĕш номерĕнче сапла çырнă: «Хисеплĕ вулаканăм.ю паян эсĕ, 73 çул иртнĕ хыççăн, каллех «Хыпар»  хаçата алла илтĕн. Каллех тетпĕр, мĕншĕн тесен ĕнер тухса тăнă «Коммунизм ялавĕ» те, «Канаш» та, «Чăваш комунни» те йăхĕ-тымарĕпе чăвашсен «Хыпар» хаçачĕнчен тухнă.

Н.В.Никольский çурални 125 сул çитнине паллă тăвать тăван халăхăмăр. Паллă çыннăмăр, пурăннă пулсан, савăннă пулĕччĕ хальхи чăваш «Хыпарĕшĕн».

Кăçалхи çулталăка Н.В.Федоров президент «Н.В.Никольский çулĕ» тесе палăртнă. Ку ăнсăртран мар. Никольский  И.Я.Яковлевпа пĕр шайра çын. Вăл чăваш халăхĕн иккĕмĕш çутта кăлараканĕ. Профессор, энциклопедист, общество деятелĕ, Тухăç халăхĕсен 1-мĕш консерваторийĕн никĕслевçи тата ректорĕ, Шупашкар университечен никĕслевçи, Атăлçи вак халăхсен обществин йĕркелÿçи тата председателĕ. Унăн тÿпи çав тери пысăк.

Пăхаттирле пысăк ĕçсем туса хăварнăшăн ăна чăваш халăхĕ ĕмĕр-ĕмĕрех асра тытма тивĕç. Унăн эткерлĕхĕпе вилĕмсерлĕхĕ куç умĕнчех.

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика