Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Поздравление главы Моргаушского района с Днем народного единства

 

Хаклă ентешсем! Муркаш районĕн çыннисем!

 

Сире пурне те те ноябрĕн 4-мĕшĕ -  Раççейри Халăх пĕрлĕхĕн кунĕ ячĕпе чун-чĕререн саламлатăп Çак уяв пире Раççей хăйĕн мухтавлă çĕрĕ çинче пурăнакан халăхăн пĕрлĕхĕпе пуянни çинчен тепĕр хут аса илтерет. Ăс-тăн вăйĕ,  ырри патне, пĕр шухăшлăн малаллах туртăнни яланах çĕнтерÿ патне илсе пырать. Истори те çакнах çирĕплетсе парать.  Ку паян та çаплах.    Çĕршывăмăрăн пуласлăхĕшĕн, хăвачĕшĕн халăхăмăрăн ывăл-хĕрĕсем  пурнăçне те шеллемен. Апла пулсан, чăннипех те,  пĕрлĕхре – вăй.

Эпир пурте пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнсан, пĕр тĕллевлĕн, пĕр-пĕрне ăнланса вăй хурсан çеç çĕршывăмăр, апла пулсан районăмăр та  вăйлă та тĕреклĕ пулĕ.  Кун пек чухне кирек епле йывăрлăха та çĕнтерме, малалла çирĕп утăмсемпе кайма пулать. Паян пурнăç пире çĕнĕлле ĕçлеме хистенĕ чух уйрăмах асра тытмалла çакна. Паян пирĕн тĕллевĕмĕрсем пĕчĕк мар: ялсем патне асфальт çул сармалла, ял хуçалăхне ура çине тăратмалла, районта пурăнакансене таса шывпа тивĕçтермелле тата ытти нумай ыйтăва татса памалла. Ăнланулăх, пĕрлĕх малти вырăнта пулмалла пирĕн.   

Тăван çĕршывăмăрăн пуласлăхĕшĕн, çирĕплĕхĕшĕн, хамăр район аталанăвĕшĕн,  ачасен, мăнуксен пуласлăхĕшĕн малалла та пурте пĕр тĕллевлĕн вăй хурасчĕ, килĕштерсе пурăнасчĕ, пĕр-пĕрне хисеплесчĕ. Вара ĕмĕтсем те пурнăçланĕç,  йăлтах йĕркеллĕ пулĕ. Çĕршывра та, çемьере те. Пурне те çирĕп сывлăх, килĕшÿ, ăнлану, телей, вăрăм кунçул сунатăп.  Хусанти Турамăшĕ те сире, сирĕн ачăрсене,  çĕршывăмăра инкек-синкекрен сыхласа тăтăр, пирĕн пурнăç çулне уçса пытăр.

Район пуçлăхĕ                      Ю. А. Иванов.                     

 

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика