Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Поздравление Главы района И.В. Николаева и главы администрации района Р.Н. Тимофеева с Днем народного единства

Муркаш районĕн хисеплĕ çыннисем!

 

Пурне те сире Халăх пĕрлĕхĕн кунĕ ячĕпе чĕререн саламлатпăр!

Шăпах ĕнтĕ халăх пĕрле пулнипе çĕршыв аталанса пынă, хăйĕн никама пăхăнманлăхне тата культурăпа истори несĕллĕхне сыхласа хăварма пултарнă. Раççей историйĕпе çыхăннă тĕслĕхсем çавна çирĕплетсе параççĕ. Пирĕн тивĕçлĕ ват асаттесем Кузьма Мининпа Дмитрий Пожарский ертсе пынипе тăват çĕр çул каялла Польша интервенчĕсене тăван çĕр çинчен хăваласа кăларса янă, пирĕн халăхăн вăйĕ пĕрлĕхре пулнине пĕтĕм тĕнчене кăтартса панă.

Халăх пĕрлĕхĕн кунĕ паян та çынсен тĕп нравственноç хаклăлăхĕсене пĕтĕçтерсе тăрать. Кусем вĕсем хамăрăн аслă асаттесен ăс-хакăлне чунтан сума сăвасси, пĕтĕçÿлĕх, ырă тума, пĕр-пĕрне пулăшма тăрăшни.

Халăх пĕрĕлĕхĕн кунĕ ырă кăмăлăн, чун пуянлăхĕн, юнашар çыншăн тăрăшассин уявĕ пулса тăтăр. Вăл пире тăван районăмăра, республикăна тата пĕтĕм Раççее çирĕплетсе пыма ырă шухăшсене пурнăçа кĕртме пулăшса пытăр.

Пур кăмăлтан сире çирĕп сывлăх, телей тата лайăххине шанма ĕненÿ сунатпăр! Кашни килте, кашни çемьере туслăх, ăнăçу тата хавас кăмăл-туйăм хуçаланччăр!

 

Район пуçлăхĕ     И. НИКОЛАЕВ.

 

Район администрацийĕн пуçлăхĕ         Р. ТИМОФЕЕВ.

 

 

 

 

 

 
 

 

Моргаушский район Чувашской Республики

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика