Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Поздравление главы Моргаушского района Ю.Иванова с Всероссийским Днем физкультурника

 

Хисеплĕ физкультурниксем, спортсменсем, спортпа туслă çынсем тата физкультура юхăмĕн ветеранĕсем!

Сире Физкультурниксен кунĕ ячĕпе саламлатăп. Физкультурăпа спорт кашни çыннăн пурнăçĕнче пысăк пĕлтерĕшлĕ. Мĕншĕн тесессĕн вĕсем пире çирĕп сывлăхлă пулма пулăшаççĕ. Сывлăхлă, çирĕп кăмăл-туйăмлă, сывă пурнăç йĕркипе пурăнакан   çынсем вара район тĕрекĕ пулса тăраççĕ. Ку тĕлĕшпе эсир нумай тимлетĕр. Тавах сире çакăншăн.
Сирĕн пуçăрулăхăрпа ырми-канми ĕçĕре пулах ĕнтĕ пирĕн ентешсем республика шайĕнче çеç мар, Раççей, Европа, тĕнче шайĕнчи ăмăртусенче те  район чысне хÿтĕлеççĕ. Çĕнтерÿсем туса, районăн ятне-сумне çĕклеççĕ. Вĕсем хăйсен ырă тĕслĕхĕпе ыттисене хавхалантарса пыраççĕ. Çитĕнекен ăрăва нравственость тĕлĕшĕнчен воспитани парас ĕçре çакă пысăк пĕлтерĕшлĕ.
Сире малашне татах та пысăкрах çитĕнÿсем тума çирĕп сывлăх, ăнăçупа ăнтăлу, хавхалану, телей сунатăп. Малалла та ыттисемшăн вăй-хал паракан çăлкуç пулăр. Физкультурăпа спорт пуриншĕн те кун йĕркин уйрăлми пайĕ пулса тăтăр.

                 Район пуçлăхĕ        Ю.А. Иванов.   

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика