Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

ЧĂВАШ ЭНЦИКЛОПЕДИСЧĚ Автор Алексей ЛЕОНТЬЕВ

ЧĂВАШ ЭНЦИКЛОПЕДИСЧĚ



Алексей ЛЕОНТЬЕВ


«Хыпар» Издательство çурчěн


генеральнăй директорě - тěп редакторě.


 


Паян мана Николай Васильевич Никольский çинчен çырма çăмăл та, çав хушăрах йывăр та. Çăмăл, мěншěн тесен чăвашсен пěрремěш хаçачěн никěслевçи çинчен пěтěмпе тенě пекех пěлетпěр темелле. Николай Васильевич çинчен 10 çул, 5çул каялла çěр-çěр аса илý, материал пичетленнě, ун чухне вăл çуралнăранпа 115 тата 120 çул тултарнине паллă тунăччě. 1992 çултанпа «Хыпар» хаçат редакцийě, ЧР Культура министерстви тата Чă ваш патшалăх гуманитари ăслăлăхěсен институчě тăрăшнипе Муркаш районěнчи Ваçкассинчи Культура çуртěнче музей уçнă, Хусанта 1906 çулта Никольский пурăннă тата «Хыпар» хаçат номерěсене хатěрленě çурт çине асăну хăми çакнă, Купăрля ялěнчи Никольский ячěллě. паркра япăх мар палăк ларать, ун чухнех Николай Васильевичăн ашшě XIX  ěмěрěн 90-мěш çулěсенче тунă пěве хěрринче чаплă парк хывнă. «Хыпар» хаçат 90 тата 95 çул тултарнине Н.В.Никольский ялавě айěнче палăртрăмăр.


/home/chuv_morgau/morgau-nik02.jpg

Николай Васильевич Никольский


Анчах паян мана хамăн чунри туйăмсене, тěрěсрех каласан, питě кýреннине палăртмасăр хăварма йывăр. Мěншěн-ха? Енчен те Никольские халалланă тěрлěрен уявсене тимлěрех пăхас пулсан çапларах пěтěмлетý патне пырса тухатăн: халăх Н.В.Никольские чи малтанах вăл чăвашсен пěрремěш хаçатне «Хыпара» пуçласа янипе тата унăн редакторě пулнипе пěлет. Мěншěн тесен çав пур мероприятие пуçараканě те «Хыпар» хаçат редакцийě пулнă. Анчах пур çěрте те, кирек хăçан та Никольский чаплă ученăй, этнограф, историк тесе çыратпăр, калатпăр-çке. Çав вăхăтрах - ăçта-ха унăн чаплă ěçěсем? Мěншěн «Хыпар» хаçат чěрěлсе тăнăранпа (1991 çулхи çурла, 30) 11,5 çул иртсен те пěр монографи те пулин тепěр хут пичетленсе тухман. Тěлěнмелле мар-и çакă?


1991 çулхи çурла уйăхěнче эпир хаçата тепěр хут «Хыпар» ят тавăрнă чухне ку вăл, паллах, политика акчě çеç мар, хăйне май реабилитаци те пулнă. Чăннипе илсен, эпир хыпарçăсен пěрремěш ăрă­вěн, çав шутра Николай Васильевич Никольскин, ырă ятне тавăртăмăр. Сăмах май, Мускав хулинче, Чăваш Республикин представительствинче, Атăлçи Пăлхар патшинчен Алмуш элтепертен пуçланакан чăваш халăхěн чаплă çыннисен галерейи пур.  Унтах - Никольский портречě те. Вăл, хăй хыççăн наука тěпчевěсен 300 томне хăварнă ученăй-энциклопедист, чăвашсен пěрремěш хаçатне пуçласа яраканě çеç пулсан та, пур пěрех çав галерейăра вырăн йышăнма тивěçлěччě.


 Н.В.Федоров Президентăн 2002 çулхи çурла уйăхěн 25-мěшěнчи 104-мěш «Н.В.Никольский çуралнăранпа 125 çул çитни çинчен» Указ проекчěн тата Правительство постановленийěн проекчěн авторěсенчен пěрисем пулнă май эпир, хыпарçăсем, чи кирлине турăмăр, ку енěпе пире Президент тата Правительство, çавăн пекех юбилей докуменчěсене хатěрлессишěн яваплă Пичет тата информаци политикин министерстви те ăнланчěç: Никольскин 125 çулхи юбилейне чаплă ученăй-энциклопедистăн, Атăлçи халăхěсен тěпчевçин, чăвашсен пěрремěш «Хыпар» хаçачěн никěслевçин тата редакторěн, чăваш халăхěн тата Атăлçи халăхěсен культура чěрěлěвěн никěсне хывнă çыннăн юбилейě пек паллă тăватпăр. Эпě Президент указне цитатăлатăп, унăн ум сăмахěнче «ученăй-энциклопедист» сăмах çаврăнăшě тěп вырăн йышăнать.


 Маларах каланăччě ěнтě: эпир Никольский чăвашсен пěрремěш «Хыпар» хаçачěн никěслевçи пулнăран халăх ăс-тăнěнче унăн ырă ятне тавăртăмăр. Никольский ученăйăн ырă, аслă, чаплă ятне тавăрасси вара малта-ха.

/home/chuv_morgau/morgau-nik01.jpg

Н.Никольский мăшăрěпе Александра Владимировнапа


1908-1910 çулсенчи сăнÿкерчěк

Хăш чухне  ěçтешсенченех çакăн пек каланине илтме пулать: Никольский ученăй-энциклопедист пулнă - ши? Ку, паллах, Николай Васильевичăн наукăри биографине пěлменрен. Калăр-ха, тархасшăн, 30 чěлхене питě лайăх пěлнě тата 50 чěлхепе вулама пултарнă çынна урăхла мěнле калама пулать? Полиглот. Анчах ку çеç мар. Вăл хăй хыççăн чăвашсен, тутарсен, ирçесемпе мăкшăсен, çармăссен, удмуртсен, комисемпе ытти халăхăн историйěпе тата этнографийěпе вěçленě тата вěçлеймен вун-вун ал çыру хăварнă. Никольский - фольклор енěпе, çавăн пекех çав халăхсен музыкине тěпчесе нумай  ěç çырнă автор. Вăл - вырăсла-чăвашла, чăвашла-вырăсла словарьсен авторě. халăх медицинине питě лайăх пěлнě, Купăрляра темиçе çěр ýсен-тăран - эмел курăкě - акса-лартса çитěнтернě. Медицинăн пуян дендрарийěн никěслевçи. Ун патне тěрлěрен чир-чěртен сипленме таврари ялсенчен çýренě, вăл шутра Козьмодемьянск районěнчи  çармăссем те. Анчах пирěн çапла пулса тухать вěт, çынни вилнě те - дендрарий те пěтнě.


 Кунсăр пуçне вăл - аслă шкул йěркелýçи, педагог. Вăл çакăн пек аслă шкулсене йěркеленě тата вěсен директорě пулнă: Хěвел тухăç консерваторийě(1921-1922 ç. ç,),Хěвел тухăç пединститучěн никěслевçи тата директорě, кайран унăн профессорě, унта Тухăçри вун-вун «вак» халăх представителě, çавăн пекех вырăссем, еврейсем, украинсем вěреннě.


 Паллах, иртнě саманара Никольские манăçлăхра тытнăшăн кама та пулин айăплама çăмăл. Пирěн тоталитарлă наука, тоталитарлă идеологи тытăмěнче, халăх ăс-тăнěнче иккěмěш Аслă çутта кăларакан валли вырăн пулма пултарайман. Хăй вăхăтěнче Иван Яковлевич Яковлева та монархист тесе тата ытти килěшýсěр ятпа ятланине аса илер-ха.


 Никольскирен мăшкăлламаллипех мăшкăлланă  вара. Чăваш Енри пур ученăя та, партипе правительство органěсене те Никольскин ученăй  - энциклопедистăн, Атăлçи халăхěсен тěпчевçин ролě пысăкки тахçанах паллă пулнă пулин те. Тěлěнмелле япала пулса тухнă: ěç çынни депутачěсен Шупашкар хула Совечěн  ěçт ăвкомěн йышăнăвěпе 1956  çулхи авăнăн 24-мěшěнче Шупашкар урамěсенчен пěрне Николай Никольский  ятне панă. Каярахпа питě хытă шухă шласа илнě пулас та…чаплă  тепěр ěç тун ă:1958 çулхи кăрлачăн 13-мěшěнче Никольский урамне…Никита Бичурин урамě теме йышăннă. Мěн таран «вăйлă » парне пулнă-тăр çакă  Николай Никольскишěн. Ара, кěçех, тепěр 4 уйă хран, вăл  çуралнăранпа 80 çул çитмелле –çке. Чăн та, ЧАССР Аслă  Совечěн Президиумě ăна Хисеп грамоти парать. Кайран вара? Николай Васильевич эрех ěçмен, пирус туртман. Хальхи пек каласан, сывă пурнăç йěркине тытса пынă.  Анчах çав ěçсем хыççăн вăл чирлеме тытăнать, наука ěçěнчен пăрăнать, пусăрăнчăк кăмăлпа çýрет. 1961 çулхи чýк уйăхěн 2-мěшěнче мухтавлă Хусан хулинчи хваттерěнче хăйěн пин-пин вěренекенě курмасăрах вилет. Паллах, ученăя пытарма наука çыннисем хутшăннă, анчах, чăннипе каласан, питě сахаллăн. Вăл тапх ăрта Никольскин пěтěм наука архивě тенě пекех (300 тома яхăн) Чăваш НИИне куçнă  ěнтě. унта халичченех тěкěнменнипех выртать. Чăн та, вăл пурăннă  чухнех, 1959 çулта, пирěн юбиляра тепěр сюрприз туса панă - питě çýхе «Чăваш халăх юмахěсем» кěнеке кăларнă. Кайран вара - çын çук та, ыйту та çук. Архивě пур. Манăн та, ыттисен те çакăн пек шухăшлама сăлтав пур: Н.В.Никольскин наукăри еткерě пěр те çетке çынна çеç мар наука докторě тата кандидачě пулса тăма май панă. Турра шěкěр, ЧР Президенчěн Н.В.Федоровăн Указě, ЧР Министрсен Кабинечěн 2002 çулхи чýк уйăхěн 14-мěшěнчи 283-мěш «Н.В.Никольский çуралнăранпа 125 çул çитни çинчен» постановленийě, эпě шутланă тăрăх, Никольский ученăй-энциклопедист пулнине 85 çул манса пур ăннă хыççăн тинех çиеле кăларать. Юбилей мероприятийěсен планěнче Никольскин суйласа илнě ěçěсен 4 томне, «Чăваш Енěн чаплă çыннисем» серире ăна халалласа кěнеке, сăн ýкерчěксен альбомне кăларма, наукăри еткерлěхěн электронлă базине туса хума, пěр урама тата Шупашкарти педагогика колледжне Никольский ятне пама палăртнă.Чăннипех тýрě кăмăллă та объективлă пулас тесен, Чăваш патшалăх университетне те Никольский ятне памалла пек ěнтě. Мěншěн тесен Никольский 19-20 çултах университетăн темиçе факультетне уçнă  унта вěренекенсене те йышăннă. Шел те, çак пуçарăва малалла тăсма Атăлçи тăрă хěнчи хаяр выçлăх чăрмантарнă…


 Шăпах паян, кăрлачăн 21-мěшěнче (кив. стильпе 8-мěшěнче) Хусанта «Хыпар» ха çатăн 1-мěш номерě тухнă. Ăна çамрăк преподаватель Николай Васильевич Никольский хăйěн укçипе кăларнă çавăнтан пуçланнă чăвашла хаçат-журнал. Эх, Шупашкарти Пичет çурчě умěнче Никольскин палăкне лартасчě... Лартатпăрах!


 /home/chuv_morgau/morgau-nik04.jpg


 


Н.Никольский çуралнăранпа 120 çул çитнě тěле Купăрля ялěнче унăн бюстне  вырнаçтарнă.


1998 çулхи  сăнÿкерчěк.


 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика