Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Второй день Недели детской книги

 

«Чăваш çыравçисем – ачасен тусĕсем»

                                   (презентация книжной выставки)

 

     (Музыка фонĕ)

                                  Эпир чăваш çыравçисем,

                                  Ватти, вăталăхĕ, яшши

                                  Эпир – сăмах шыравçисем,

                                  Сăмахĕ вилĕмсĕр йышши.

                                                                 П.Хусанкай

 

             - Ырă кун пултăр, пирĕн хаклă, çамрăк вулакансем!

          Ачасем çинчен çырман пĕр писатель те çук пулĕ. Кашниех хăйсен произведенийĕсенче вĕсем пирки сăмах пуçараççĕ.Пин –пин кĕнеке хушшинче ачасем хăйсем кăмалланине шыраççĕ, çавăнтах тата пĕр- пĕринпе юратнă геройсем пирки хĕрÿллĕ калаçу хускатаççĕ. Кашни ача çĕнĕ произведенире хăйне тата тантăшне курасшăн, ун çинчен тĕплĕнрех пĕлесшĕн.

          Эпир паян чăвашăн паллă çыравçисемпе паллашăпăр. Çак тĕлпулупа усă курса манăн чăваш чĕлхине чунĕ-хавалĕпе юратакан, ăна кунран –кун илемлетсе, пуянлатса пынă çыравçăсем çинчен сăмах хускатас килет.

                                  Чăваш чĕлхи эрешĕпе

                                  Витсе чи аслă шухăша

                                  Эпир тĕнче  мехелĕпе

                                  Паллаштаратпăр чăваша.

        Çапла çырса хунă мĕнпур чăваш çыравçисен ячĕпе 1969 çулхи пуш уйăхĕн 21-мĕшĕнче чăваш халăх поэчĕ П.П. Хусанкай.

         П.Хусанкай кăрлач уйăхĕн 27-мĕшĕнче         çулта çуралнă. «Петĕр Хусанкай. Петĕр пичче...- эпĕ ăна яланах поэзири хамăн пĕрремĕш вĕрентекен пек ырăпа, тав туса аса илетĕп... Пысăк пултаруллă поэт... Хусанкайра пĕтĕмпех пур»,- тетĕп эпĕ. Илемлĕ лирика,  эпосла поэзи, поэтикăн пур сферине те хăйне май çĕнĕлĕх кĕртме тăрăшни, вĕсее тĕнче литературин шедеврĕсен шайне çитерни, халăх шухăшĕсемпе çыхăннă тĕп темăсене палăртса вĕсемпе ĕçлени...». Çапла хак парать П.Хусанкай пултарулăхне Г.Айхи. Хăй çырнинчен П.П. 40 ытла кĕнеке кăларнă. Вĕсем шутĕнче «Уяртсан», «26», «Таня», «Аптраман тавраш» тата ытти те, ятарласа ачасем валли çырнă кĕнекисем- «Тăван çĕршыв» - поэма, «Вăрман юрлать»- сăвăсен ярăмĕ, «Юмахсем».

        П.Хусанкай К.Иванов ячĕпе хисепленекен государство премийĕн лауреачĕ ятне пĕрремĕш илме тивĕçлĕ пулнă. Чăваш çĕрĕ çинче Хусанкай сăввисем янăранă чух чăвашăн илемлĕ чĕлхи яланах çепĕççĕн илтĕнсе тăрĕ, чăваш сăвăçисем те çуралса ÿссех пырĕç.

                 Çамрăклах хисеплеттĕм сана,

                 Аса илмешкĕн кирлех-ши ăна,

                 Аван мар пек куçран калама-

                 Çунат патăн эс манăн чунăма. (В.Давыдов- Анатри)

 

-- Юрий Илларионвич Скворцов чăваш литературинче 1950-70-мĕш çулсенче хастаррăн ĕçленĕ паллă çыравçă, илемлĕ прозаист. Унăн чи витĕмлĕ хайлавĕсем- «Хĕрлĕ мăкăнь», «Сурăм хĕрĕ», «Сăваплă вут» повеçĕсемпе, «Пушмак йĕрĕ», «Славик»,  калавĕсем чăваш классиккине кĕме тивĕçлĕ. Ю.Скворцов 1932 çулхи кăрлач уйăхĕн 11-мĕшĕнче пирĕн района кĕрекен Хурăнкасси ялĕнче çуралнă. Ачалăхĕ унăн вăрçă çулĕсене лекнĕ. Йывăр пурнăçа кăшт та пулин çăмăллатас тесе ырми-канми амăшне килти ĕçсене тума пулăшнă, çăматă тĕпленĕ, ашшĕ уйрăлса кайнă пулнă. Выçăллă, тутăллă пулин те тăрăшса вĕреннĕ. Ю. Скврцов ăста прозаик пулса тăнă. Пирĕн библиотекăра унăн «Уках хурăнĕ», «Сăваплă вут», «Çул юлташĕ» кĕнекисене илсе вулама пултаратăр.

 

---    Такмаксем юрлать хаваслă юрăç

        Çăлтăрсем  çине куçма чĕнсе.

        Тен, унта аван та пулĕ пурнăç               

        Эп юлатăп пурпĕр çĕр çинче.

      Ытти çыравçăсемпе пĕрлех Çĕр çинчи пурнăçа мухтакан та шÿтлекен поэт, кулăш ăсти, драматург, Петр Алексеевич Ялкир нарăс уйăхĕн 19 –мĕшĕнче          çулта çуралнă. Вăл 40-хе яхăн кĕнеке çырса кăларнă, унăн сăввисемпе 200 ытла юрă хывнă. П. Ялгир çапла çырать-  

                 Пурнăç çулĕ вăрăм,

                 Тем те тĕл пулать.

                 Комеди, трагеди...

                 Драма та тухать.

       Пирĕн библиотекăра эсир унăн «Тăван кĕтес» сăвăсен пуххине, «70 те 7 юрă», «Ачасем юрлаççĕ» кĕнекесене илсе вулама пултаратăр.    

        2003-мĕш çулта ачасем валли Н.Ишентейĕн «Çавра кÿлĕ хĕрринче» тата «Хÿреллĕ дневник» произведенисем тухнă.(Тăван Атăл №6 -2004 çул).

 

-------Ева Николаевна Лисина 1939 çулхи утă уйăхĕн 26-мĕшĕнче Патăрьел районĕнчи Именкасси ялĕнче çуралнă.

        Ачасем валли кăларнă чи лайăх кĕнекесен Пĕтĕм Союзри пĕрремĕш конкурсĕнче «Хупах хăлха Илюк» повеçшĕн çыравçă иккĕмĕш преми илнĕ(1987            ). «Нимĕç хумĕ» радиостанци ирттернĕ конкурсра «Çăкăр чĕлли» калавĕ пĕрремĕш вырăн йышăннă(1991).

       Ева Лисина 1988 çултанпа СССР Писателĕсен союзĕн, халĕ Раççей Писателĕсен союзĕн членĕ. Паллăрах кĕнекисем: «Çĕнъял ачисем»(1971), «Хĕле кĕрес умĕн»(1974), «Хупах хăлха Илюк»(1979), «Пăркка мучи калавĕсем»(1991), «Çăкăр чĕлли»(1994).

 

     ---- Лидия Сарине(Лидия Михайловна Иванова) Канаш районне кĕрекен Аслăял ятлă ялта 1950 çулхи чÿк уйăхĕн 14-мĕшĕнче çуралнă. Çĕрпÿри культура училищинчен вĕренсе тухнă. Ача-пăча учрежденийĕсенче ĕçленĕ. 1990 çулта унăн «Кукамайăн сар чĕххи» ятлă пĕрремĕш кĕнеки пичетленсе тухнă. Вăл çитĕннисем валли те калавсемпе сăвăсем çырать: «Тарăн çырмари тайлăк пÿрт», «Тавах сана, Оля!», «Турă парни», «Ача çуралсан» тата ытти те. Паллăрах кĕнекисем: «Таврăн савниçĕм», «Шурă пăрахут».

 

--------Людмила Николаевна Сачкова 1957 çулхи чÿк уйăхĕн 28-мĕшĕнче Патăръел районĕнчи Çĕнĕ Ахпÿртре çуралнă. 1982 -1991 çулсенче «Коммунизм ялавĕ» (халĕ «Хыпар») хаçатра вăй хунă. 1992-1993 çулсенче «Пике» журналта пай ертÿçиче ĕçленĕ. хальхи вăхăтра Л. Сачкова Чăвашрадиора литература пайĕн редакторĕнче ĕçлет.

          Юлашки çулсенче Л.Сачкова драматургире те палăрчĕ. Унăн паллă пьесисем: «Шăпăрлан», «Юрату турри», Эсĕ кайрăн та». Вăл çырнă кĕнекесем: «Чĕкеçĕм, чĕкеç», «Ытарайми куçсем» тата ытти те.                                

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика