Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Поздравление главы Моргаушского района с днем Защитника Отечества

 

Хаклă ентешсем, Аслă Отечественнăй вăрçăн

 хисеплĕ  ветеранĕсем, воин-интернационалистсем,

 çар çыннисем, вăрçăн йывăр çулĕсене

 чăтса ирттернĕ тыл ĕç-ченĕсем,

çара кайма хатĕрленекенсем!

 

 

Сире пурне те пысăк уяв – Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисен кунĕ ячĕпе чун-чĕререн саламлатăп.

Кирек хăш ăрура та çĕршыва хÿтĕлесси чыслă та сăваплă  тивĕç шутланнă. Ку паян та çаплах. Çĕршыв хăйĕн хÿтĕлевçисемпе тĕреклĕ. Пирĕн Тăван çĕршывăмăрăн Хĕçпăшаллă Вăйĕсен историйĕ вара мухтавлă страницăсемпе пуян. Граждан вăрçи вăхăтĕнче те пирĕн çарсем паттăрлăх кăтартнă.. Аслă Отечественнăй вăрçăра çĕнсе илнĕ Аслă çĕнтерÿшĕн эпир ветерансемпе тыл ĕçченĕсем умĕнче ĕмĕр-ĕмĕр парăмра.  Афган вăрçинче те, çĕршывăн «вĕри» точкисенче те пирĕн салтаксем çĕшыв умĕнчи тивĕçе чыслăн пурнăçларĕç.

Тĕнчери лару-тăру паян та пире сыхă пулма хистет. Тăван çĕршыва хÿтĕлеме пирĕн яланах  хатĕр пулмалла. Çĕршыв тĕрекĕ, хăвачĕ пирĕнтен кашнинчен килет Кашни хăйĕн ĕç вырăнĕнче чуна парса ĕçленипе, вĕреннипе эпир ăна татах та пуянлатса, тĕреклетсе пыратпăр.

Çакна палăртмалла, вăрçă ветеранĕсем, çарта пулнисем район пурнăçне хастар хутшăнаççĕ. Вĕсем - çитĕнекен ăрушăн яланах ырă тĕслĕх пулса тăраççĕ. Паянхи салтаксем те, çĕршыв хÿтĕлевçисем пулма хатĕрленекенсем те аслашшĕсенчен, ашшĕсенчен, пиччĕшсенчен тĕслĕх илсе, вĕсем пекех маттур та паттăр пуласса шанас килет.

Çĕршв хÿтĕлевçисене, салтак амăшĕсене маттур ывăлсем çитĕнтернĕшĕн тав тăватăп.

Пурне те çирĕп сывлăх, ĕçре ăнăçу, çемьере килĕшÿ сунатăп. Таса тÿпере яланах  кайăксем юрлаччăр, мирлĕ ĕç шавĕ чуна çĕклетĕр.

         

 

Район пуçлăхĕ       Ю.А. Иванов..    

 

 

 

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика