Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Поздравление главы администрации Моргаушского района Р. Н. Тимофеева с Днем матери

Хисеплĕ аннемĕрсем!

 

Сире Ача амăшĕн кунĕ ячĕпе ăшшăн саламлатăп. 

Пирĕнтен кашниншĕн чи çывăх çын вăл – анне. Эсир ачăрсене кунçул парнеленипе пĕрлех  вĕсене пурнăç çулĕ  çине кăларассишĕн тимлетĕр. Мĕн ĕмĕр тăршшĕпех ывăл-хĕрĕрсем телейлĕ пулччăр тесе  хăвăртан килнине йăлт тăватăр. Канăç мĕнне те пĕлместĕр пулĕ, ытарайми аннемĕрсем.  Чăннипех те, аннерен хакли никам та çук.  Эсир пире ăнланатăр, айăпа каçаратăр, пире яланах кĕтетĕр. Тавах сире, аннемĕрсем, пире çуратнăшăн, юратнăшăн, ятланăшăн, çын тунăшăн. Тавах  сире эсир пурришĕн,  йывăр чухне  пулăшнăшăн, ырă сĕнÿпе вăй панăшăн,  ăш сăмахпа хавхалантарнăшăн.

Эсир  ачăрсене тĕрĕс воспитани парса ÿстернипе пĕрлех  кулленхи  ĕçре тăрăшса вăй хуратăр: район, республика, çĕршыв экономикине çирĕплететĕр. Эсирех обществăлла ĕçре те хастар. Ĕçĕрсем малашне те ăнса пыччăр.

Сывлăхăр сирĕн çирĕп пултăр, утас  çулăр такăр пултăр,  пурăнас кунçулăр  телейлĕ те  вăрăм  килтĕр. Ачăрсем савăнăç çеç кÿччĕр.

 

Район  администрацийĕн  пуçлăхĕ                                                                                                                                          Р.Н Тимофеев. 

    

 

 

 

 

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика