Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Поздравление главы администрации Моргаушского района Р. Н. Тимофеева с Днем учителя!

Хисеплĕ учительсем, вĕрентÿ учрежденийĕсен ĕçченĕсем,  воспитательсем, педагогика ĕçĕн ветеранĕсем!

 Сире пурне те професси уявĕпе - Учительсен кунĕ ячĕпе чун- чĕререн саламлатăп.

Учитель ĕçĕ мĕн ĕмĕртенпех сумлă  та пархатарлă пулнă. Эсир ачасене ăс-тăн панипе пĕрлех  вĕсем  чăн - чăн çын пулса ÿсчĕр, тесе тимлетĕр, вĕсене йывăрлăхсене çĕнтерме, пурнăçра хăйсен вырăнне тупма хăнăхтаратăр. Тавах сире çакăшнăн.

Патшалăх юлашки çулсенче вĕрентÿ системине çĕнетсе улăштарассипе, ăна малалла аталантарассипе нумай ĕçсем туса ирттерет. Çавна май районти шкулсенче ачасене тарăн пĕлÿ илме, вĕрентекенсен пултарулăхне аталантарма условисем çулран çул лайăхлансах пыраççĕ. Вĕрентÿ учрежденийĕсенче пурлăхпа техника бази  те палăрмаллах  çирĕпленчĕ. Çулсеренех шкулсене тĕплĕн юсама пуçларăмăр.  Кăçал та  4 шкулта тĕплĕ юсав ĕçĕсем туса ирттертĕмĕр, 6 шкул столовăйне те тĕплĕн юсаса çĕнĕ оборудовани, сĕтел-пукан вырнаçтартăмăр. 

Çĕршыв пуласлăхĕ сирĕн тăрăшулăхăрпа пуçарулăхăртан, ачасене мĕнле вĕрентсе воспитани панинчен  нумай килет. Эсир çакна чун-чĕререн ăнланса вăй хуни савăнтарать. Тĕрлĕрен çĕнĕ программăсене хутшăнатăр, тĕрлĕ шайри конкурссенче çĕнтеретĕр. Çакă эсир хăвăр профессие тĕрĕс суйласа илнине, ĕçлес тесех ĕçленине  кăтартса парать. Хăвăрăн ĕçе, ачасене юрататăр,  вĕсен пуласлăхĕшĕн çунса тăратăр. Çак пархатарлă енсем сирĕнте нихăçан та  ан иксĕлччĕр. Малалла та хăвăрăн тивĕçĕре тÿрĕ чунпа пурнăçласса, татах та пуçаруллăрах пуласса  шанса тăратăп.

Пурсăра та  ырлăх-сывлăх, ăнăçу, творчествăлла хавхалану, телей сунатăп. Çăмăл мар, анчах пархатарлă ĕçĕрте  вăй-хал та, чăтăмлăх та, чун ăшши  те çиттĕрччĕ сирĕн. Çывăх çыннăрсен  юратăвĕпе  ăнланăвĕ çĕнĕ çитĕнÿсем тума хавхалантарса пыччăр 

 

Район администрацийĕн пуçлăхĕ                                   Р.Н. Тимофеев.

 

 

 

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика