Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Поздравление главы администрации Моргаушского района Р. Н. Тимофеева с Днем знаний

Хисеплĕ вĕрентекенсем, шкул ачисем тата вĕсен ашшĕ-амăшĕсем!

 

Сире Пĕлÿ кунĕ ячĕпе тата çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланнă ятпа ăшшăн саламлатăп!

Авăн уйăхĕн 1-мĕшĕ - çулталăкри чи пĕлтерĕшлĕ уявсенчен пĕри,  мĕншĕн тесен паянхи кашни кун улшăнса тăракан пурнăçра пĕлÿ пек шанчăклă пурлăх урăх çук. Çĕнĕ 2013-2014 вĕренÿ çулĕнче шкул шăнкăравĕ парта хушшине ăс пухма пĕрремĕш хут 342 ачана чĕнĕ. Шкул çулĕсем ачасене  çĕнĕ пĕлÿ парнелĕç тата тĕлĕнмелле тĕпчевсемпе çитĕнÿсем тума хавхалантарĕç. Тарăн пĕлÿ вара çитĕнекен ăрăва пурнăç çулĕпе малалла ăнăçлă утма пулăшĕ.  

Çак савăнăçлă уяв кунĕнче педагогсене ăшшăн тав тăватăп. Эсир – çут тĕнчери чи пархатарлă професси çыннисем: чĕресенче ырă çулăм чĕртсе ăс-хал парнелетĕр, пултарулăха аталантаратăр, ачасене тата çамрăксене ăса, ырра хăнăхтаратăр, тăван çĕре тата наци культурине юратма вĕрентетĕр. Пиртен кашнийĕ хамăрăн вĕрентекенсене асра тытать, тав сăмахĕ калать.  

Çак паллă кун сире пурне те - вĕрентекенсене тата вĕренекенсене,  ашшĕ-амăшĕсене çирĕп сывлăх, телей, ĕçре тата вĕренÿре ăнăçу, çепĕç кăмăллă пулма, ырă пуласлăха шанма сунатăп.

 

 

 

Район администрацийĕн пуçлăхĕ                             Р.Н. Тимофеев

 

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика