Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Поздравление главы администрации Моргаушского района Р. Н. Тимофеева с Днем России

Муркаш районĕн хисеплĕ çыннисем!

 

 Сире пурне те Раççей кунĕ ячĕпе чĕререн саламлатăп.  1990 çулхи июнĕн 12-мĕшĕнче Раççей Федерацийĕн патшалăх суверенитечĕ çинчен деклараци  йышăннăранпа 23 çул çитрĕ. РФ  Президенчĕн 1994 çулхи Указĕпе килĕшÿллĕн çак куна патшалăх уявĕ тесе паллă тăватпăр.

Çак хушăра пĕтĕм общество, пурнăç çĕнелсе улшăнчĕ. Йывăрлăхсем те сахал мар пулчĕç, анчах та пуçа усмарăмăр, малаллах пĕр тĕллевлĕн ĕçлерĕмĕр. Пирĕн халăх чунпа çирĕппине историн кашни страници çирĕплетсе парать. Аслă ăру çыннисенчен тĕслĕх илетпĕр эпир. Кирек епле лару-тăрура та кирлĕ пĕтĕмлетÿсем туса, тĕрĕс утăмсем тумаллине асра тытатпăр.  Малашне те пĕр-пĕрне ăнланса, пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнасчĕ, ĕçлесчĕ. Вара район, республика, Раççей тата та ытларах аталанĕ, тата та вăйлăрах та пуянрах пулĕ.  Умри тĕллевсене пурнăçлас тесе малалла та  пĕрлех тăрăшасчĕ. 

Пурне те сире çирĕп сывлăх, телейлĕ вăрăм кунçул сунатăп. Малашлăх яланах уçăмлă та шанчăклă пултăр. Ĕмĕтĕрсем çитсе пыччăр.

 

Район администрацийĕн пуçлăхĕ                      Р.Н. Тимофеев.

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика