Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Поздравление главы администрации района Р.Н. Тимофеева с Общероссийским днем библиотек

Хисеплĕ библиотекарьсем, çак ĕçĕн ветеранĕсем тата вулакансем!

 

Сире çывхарса килекен  Пĕтĕм  Раççейри библиотекаăсен кунĕ ячĕпе чун-чĕререн саламлатăп.

Питĕ усăллă ĕç тăватăр эсир. Кĕнеке пĕлтерĕшĕ кашнин пурнăçĕнче пысăк вырăн йышăнать. Хăйĕн тавракурăмне аталантаракан, нумай вулакан çын нимĕнле йывăрлăхра та çухалса каймасть, унтан тухмалли çула тупать. Эсир вара районта пурăнакансене ку енĕпе пысăк пулăшу паратăр: вĕсене  кĕнекепе туслашма вĕрентетĕр. Пурнăçăн çак чăнлăхне ачасем мĕн пĕчĕкрен ăша хывса усчĕр тесе хăвăртан килнине йăлт тăватăр. Шкулта вĕренекенсемпе çеç мар,  çитĕннисемпе те тĕрлĕрен  мероприяти ирттеретĕр. Тавах сире çакăншăн.

Юлашки çулсенче библиотекăсем халăха кирлĕ, тĕрлĕ енлĕ информаци парассипе те нумай ĕç тăваççĕ. Çакна валли вĕсенче условисем те  çителĕклĕ: паянхи кун ыйтакан видеосистемăсем, видеомагнитофонсем, компьютерсем пур. Кунта кирек хăçан та Интернета тухма пулать.

Районти библиотекарьсем тăтăшах  районта, республикăра иртекен тĕрлĕрен конкурссене хутшăнаççĕ, ку çеç те çеç мар, çĕнтереççĕ те. Çакă тепĕр хут эсир хăвăр ĕçĕре чун-чĕре хушнă пек пурнăçланине, ăна юратнине  кăтартса парать.

Малалла  та библиотекăсене çÿрекенсем, вулакансем йышлансах пыччăр. Сирĕн вара ĕçлес туртăм ÿссех пытăр.  Сире пурне те çирĕп сывлăх, телейлĕ  вăрăм кунçул  сунатăп. Ĕçĕр яланах ăнса пытăр, çемьере те йăлтах йĕркеллĕ пултăр.

 

Район администрацийĕн пуçлăхĕ                          Р.Н. Тимофеев.

 

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика