Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Поздравление главы администрации Моргаушского района Р.Н. Тимофеева с праздником Весны и Труда

Хисеплĕ Муркаш районĕн çыннисем!

 

Сире пурне те мĕнпур кăмăлтан Çуркуннепе Ĕç уявĕ ячĕпе саламлатăп.

Çак уяв умĕн хамăр пурăнакан тăван килте, урамра, ялта йĕрке тăватпăр. Пĕтĕм тавралăх чĕрĕлнипе. тирпейленнипе  çут тĕнче татах та илемленет.  Çавăнпа пĕрлех пирĕн те чун-чĕре шанăçпа-ĕмĕтпе тулать: паян ĕнерхинчен, ыран паянхинчен лайăхрах пурăнас килет, тата та тăрăшарах ĕçлес туртăм ÿсет.  Мĕн палăртни пурнăçлантăр тесен вара пирĕн  пĕр-пĕрне ăнланмалла, пулăшмалла, район аталанăвĕшĕн пĕр тĕллевпе ĕçлемелле.  Район пуянлансан, хитреленсен, хамăрăн  та пурнăç малтанхинчен тулăхрах та ăнăçлăрах пулать. Пĕрле чух йывăрлăхсенчен те хăраса тăмăпăр. Малаллах аталану çулĕпе кайăпăр. 

Сирĕн пурин те  сывлăхăр çирĕп, кунçулăр вăрăм та телейлĕ пултăр. Çурхи кăмăл пурăнма, ĕçлеме хавхалантартăр. Çемйĕрсенче яланах килĕшÿпе тату пурнăç хуçалантăр.

 

Район администрацийĕн пуçлăхĕ                                Р.Н. Тимофеев..

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика