Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Шурчари историпе краеведени музейĕ

1992 çулта Шурчари тулли мар вăтам шкулăн иккĕмĕш хутĕнче музей уçăлнă. Ку музея уçма Шорникова Зинаида Михайловна – истории учителĕ нумай тăрăшнă. Музей тĕрлĕ экспонатсемпе пуян.

Тĕп пўлĕме 1842 çулта пулса иртнĕ Шурча вăрçине халалланă.

1842 çулта, 165 çул ĕлĕк Шурча вăрçи пулса иртнĕ. Чăвашсем ун чухне калама çук чухăн пурăннă. Ялта улăм витнĕ пĕр-ик чўречеллĕ пĕчĕк хура пўртсем сапаланса ларнă. Çын шутне пăхса тўлемелли хырçă укçи çуллен пысăклансах пынă. Тыррине те нумай памалла пулнă. Кусемсĕр пуçне чиркў валли панă, вăрманшăн тўленĕ. Вулăсри е уесри пуçлăхсем хресченрен ултавпа сахал мар укçа пуçтарнă.

Пирĕн тăрăхри чăвашсем патшалăх чресченĕсем шутланнă. Патша правительстви 1838-1842 çулсенче патшалăх чресченĕсем çине тата çĕнĕрен йывăрлăхсем тиеме йышăннă. Хресченсен ахаль те çителĕксĕр çĕрĕнчен 1/16 пайне патшалăха уйăрса памалла пулнă. Çавăн пек обществăлла ака валли патшалăх чи паха çĕрсене  касса илнĕ. Çав çĕре тўлевсĕр сухаласа-акса, тыррине вырса-çапса памалла пулнă.

Халăх обществăлла çĕр тенине касса парасшăн пулман.

1842 çулхи майăн 14-мĕшĕнче Чикме уесĕнчи Шурча вулăсĕнчи хресченсем пăлхав пуçлани çинчен Хусан çар губернаторне донесении çырса пĕлтернĕ. Çавăнтах Шурча хресченĕсем хăйсене ўкĕтлеме пикеннĕ свяçенника хĕнесе пĕтерни çинчен хуравланă. Кĕпĕрне пуçлăхĕсем пăлхава пусарма тесе  Шурчана Поль полковник ертсе пыракан салтаксемпе казаксен  отрядне ярса панă.

Майăн 19-мĕшĕнче Поль полковник Хусанти çар губернаторĕ патне Шурчана Ирхине 9 сехет тĕлнелле тĕрлĕ уессенчен 5 пин çын чухлĕ пухăнни çинчен пĕлтернĕ. Хресченсене икĕ сехет хушши ўкĕтленĕ пулин те, вĕсем килĕшмен, йĕркене ĕлĕкхи пекех хăварма ыйтнă. Хресченсене вăйпа хăратса пăхăнтарма тытăнсан, чăвашсем хирĕç тăнă. Пăлхавçăсене  прикладсемпе çапса ураран ўкерсе çыха-çыха хума тиврĕ, тесе пĕлтернĕ полковник. Çапла 464 çынна пĕр çĕре çыхса хурса хурал тăратнă.

Тепĕр кунне, майăн 20-мĕшĕнче, çав çыннах çар губернаторĕ Шипов генерал патне Шурчари хресченсен пăлхавне путарни çинчен çĕнĕрен рапорт çырнă. Рапортра вăл ĕнер ашкăннăшăн  çыхса хунă хресченсене наказани пама тытăннăччĕ çеç, Шурчана хĕçпăшаллă хресченсен пысăк ушкăнĕ çывхарса килнине пĕлтерчĕç тенĕ – çав халăх ушкăнĕ  Шурча патне çитиччен çур çухрăм аякра тытса чартăмăр. Каялла кĕпер урлă каçнă чух хресченсене шыва хăваласа кĕртес тесе эпĕ хам çысене вĕсем çине хупăрласа тапăнма хушрăм. Пăлхавçăсем салтаксемпе казаксене  вăйлăн çампа пуçларĕç, салтаксем пăшалсенчен пенĕ. Халăх икĕ еннелле тарма пуçланă: пĕрисем Оринин (Атапай) еннелле, теприсем  вăрман еннелле. Çавăнтах Поль полковник çенĕрен çар çыннисене, казаксене ярса пама ыйтнă.

Пăлхав Шурчара çеç пулман. Пăлхава таврари 120 пине яхăн патшалăх хресченĕ хутшăннă. Шурчара 8 пин çын пулнă. Уйрăммăнах Чикме уесĕнчи хресченсем чăрсăр  хирĕç  тăнă, тенĕ тĕрлĕ донесенисенче.

Çапла, çапăçăва пула 46 хресчен вилнĕ, тесе пĕлтереççĕ официаллă документсем. Аманса аякка тарса ўксе вилнисене Никам та шута илмен.

Майăн 19-мĕшĕнче тытса илнисенчен 30 çынна çаппа çарамассăн хăварса икĕ рет  тăнă салтаксен стройĕ витĕр тимĕр хулăпа хĕнеттерсе тухнă. Ытти çыннисене авăл çапнă чух кĕлте сарнă пек хурса тухнă та хулăпа кашнине 500-шер хут çапса ислетнĕ. Вилнисене нўхреп евĕр чавнă шăтăка кайса йăвантарнă.

Иккĕмĕш кунĕнче тытса юлнисене тата килсенчен тытса пынисене çар сучĕ  пăхса тухнă.

Шурчара Поль полковник аллинчен 600 ытларах çынтан тăракан хĕçпăшаллă команда пулнă. Мандрыка генерал ыйтнипе 120 салтакран тăракан тепĕр команда илсе килнĕ. Темиçĕ команда ялсем тăрăх пăлхав пусарма кайса çўренĕ.

1843 çул пуçламĕшĕнче судпа айăпланнисене экзекуци ирттерĕ. Ăна ирттерме Шурчана Хусантан Броневский полковник ертсе пыракан отряд килнĕ. 132 çынна тимĕр хулăсемпе 500 хут çапса наказании панă.

Çав хыççăн сывлăх енĕпе юрăхлисене рекрута илсе кайнă, юрăхлă маррисене Çĕпĕре янă. 342 çынна хулăсемпе хĕнесе наказании панă. Пăлхава активлă ертсе  пыракансене спискинче 33 çын шутланнă. Вĕсене суд мĕнле тунине пĕр тĕслĕхпе  илсе кăтартăпăр.

Иванов Васили, 33 çулта, Мăн Оринин çынни. Суд Иванова тимĕр хулăсемпе хĕнесе 3 хут 1000 çынлă отряд витĕр кăлармалла, ун хыççăн каторгăна ямалла тунă. Патша тарçисем никама та хĕрхенмен. Çапла, 1-мĕш Николай патша тарçисем чăвашсен пăлхавне юн ăшне путаратша тарçисем никама та хĕрхенмен. Çапла, 1-мĕш Николай патша тарçисем чăвашсен пăлхавне юн ăшне путарнă, чăваш халăхне çын вырăнне хуман.

Пăлхавра вилнисене 36 çынна, сăрт çине выльăх çăвиçине, пĕр шăтăка пытарнă. Хресченсем приххут çăвиçине пытарасшăн пулнă, анчах Архангельский священник унта пытарма ирĕк паман. Вилнисен ячĕсене, шăтăка миçе чăваша, миçе çармăçа пытарнине паян кунччен никам та пĕлмест.

1962 çулта, 1842 çулта патшапа улпутсен пусмăрне хирĕç çапăçнă паттăрсене асăнса, Шурча вăрçи пулнăранпа 120 çул çитнĕ май, Мукаш райкомĕпе исполкомĕн йышăнăвĕпе палăк лартма йышăннă. Ку ĕçе ертсе пыраканĕ культура пайĕн çумĕ Николай Филиппович Ершов пулнă. Палăка лартма Шуркассинче пурăнакан Алексей Михайлович Михайлов нумай вăй хунă. Вăл Аслă Отечественной вăрçă участникĕ, вăрçăра «Катюша» танк водителĕ пулнă, хаяр çапăçусенче паттăрлăх кăтартнăшăн медальсемсĕр пуçне икĕ хутчен Хĕрлĕ Ялав орденĕ илме тивĕç пулнă.

Çапла, паттăрсене ятсăр, чыссăр пăтарнă. Çак паттăрсем тăван халăх ирĕклĕхĕшĕн, никама пăхăнманлăхĕшĕн çапăçнă, пуçĕсене хунă, çынна çын вырăнне хуччăр тесе çапăçнă

Вилнисем пире ан асăнччăр, пирĕн вĕсене манас марччĕ!

    

 

                                                                                           Тюрина Нина Михайловна,

музей ертÿçи

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика