Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Поздравление главы администрации Моргаушского района Ю.А. Иванова с Международным днем семьи

Хисеплĕ ентешсем!

 

Сире Пĕтĕм тĕнчери Çемье кунĕ ячĕпе чун-чĕререн саламлатăп.

Пурнăç çулĕ ачан çемьеренех, атте-анне килĕнченех  пуçланать. Кунта ача пурнăç илемне курма, ĕмĕтленме, ĕçлеме, аслисене хисеплеме, пулăшма вĕренет. Ача пур енлĕн аталанса ÿсесси те, яваплăха туясси те, ырăпа усала уйăрма вĕренесси те, сывă пурнăç йĕркине суйласа илесси те ашшĕ-амăшĕнченех килет. Ырри те, усалли те çемьеренех пуçланать. Çавăнпа та тăван кил ачашăн чун туртнă вырăн пулса тăтăр тесе тăрăшмалла пирĕн, аслисен. Тăван килте пире яланах ăнланаççĕ, каçараççĕ, пулăшаççĕ, тăван килте чи çывăх çынсем кĕтеççĕ. Яланах çапла пултăрччĕ.  Мĕншĕн тесен çакă кашни çыншăн çав тери хаклă, çав тери кирлĕ.

Çемье телейĕ  вара пирĕнтен хамăртанах килет. Апла пулсан чун-чĕре ăшшине упрама пĕлмелле. Юратса пурăнсан та, харкашса пурăнсан та - ĕмĕр иртет. Шăкăл-шăкăл пурăннине мĕн çитет. Кун пек чух  йывăрлăха чăтса ирттерме, ăна çĕнтерме те   çăмăлтарах. Ашшĕ-амăшĕн ăшшине, юратăвне  курса-туйса ÿсекен ачасем те телейлĕрех пулаççĕ. Вĕсене пурнăçра хăйсен вырăнне тупма та çăмăлтарах. Çавăнпа та эсир ачăрсемшĕн ырă тĕслĕх пуласса та шанас килет.

Ачаллă çемьесене пулăшас ыйту çине Раççей, Чăваш Республикин Правительствисем тимлĕ пăхаççĕ. Çемьесене патшалăх енчен пулăшни те çакнах  кăтартса парать.  

Сире пурне те çирĕп сывлăх, телейлĕ вăрăм кунçул, иксĕлми вăй-хал сунатăп. Пĕр-пĕрне юратса, килĕштерсе пурăнмалла пултăр. Ачăрсем савăнăç çеç кÿччĕр.

 

Район администрацийĕн пуçлăхĕ                                      Ю.А. Иванов                                                                  

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика