Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Поздравление главы администрации Моргаушского района Ю.А. Иванова с Днем Победы

Аслă Отечественнăй вăрçă ветеранĕсем, салтак  арăмĕсем, тыл ĕçченĕсем, вăрçă ачисем, ентешĕмĕрсем!

 

Сире Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа  66 çул çитнĕ ятпа пĕтĕм чун-чĕререн саламлатăп.

 Эсир чи хаяр та  хăрушă, чи нумай юн юхнă вăрçăра тăшмана çапса аркатрăр. Хăвăрăн пурнăçăра шеллемесĕр, Тăван çĕршывăмăрăн ирĕклĕхĕпе чысне, никама пăхăнманлăхне сыхласа хăвартăр. Ытти çĕршыв çыннисемпе пĕрле Европăри  нумай халăха фашизмăн пусмăрĕнчен хăтартăр, çĕр çине мирлĕ пурнăç илсе килтĕр.

Тылра та ватти-вĕтти  кунне-çĕрне пĕлмесĕр ĕçлерĕ, тăшмана çапса аркатма, Çĕнтерĕве çывхартма пулăшрĕ.

Вăрçă кашни çемьере, кашни çынра хăварчĕ хăйĕн хура йĕрне. Пирĕн районтан кăна çак хăрушă вăрçа 9845 çын тухса кайнă. Вĕсенчен 5491ĕшĕ каялла таврăнайман. Шел пулин те, сайралсах пырать вĕсен речĕ. Паян районта 101 вăрçă ветеранĕ, вăрçăра вилнĕ салтаксен мăшăрĕсем 10ăн пурăнаççĕ. Тăван çĕршывшăн пуçне хунă салтаксем ĕмĕр-ĕмĕр пирĕн чĕрере. Вĕсен умĕнче, Çĕнтерÿпе таврăннă салтаксемпе тыл ĕçченĕсен умĕнче эпир çĕре çити пуç таятпăр. Тавах сире Аслă Çĕнтерÿпе паянхи телейлĕ пурнăçшăн.

Çĕр-аннемĕр урăх нихăçан та вăрçăн хура пĕлĕчĕсемпе ан хуплантăр тесе хамăртан килнине йăлтах тумалла пирĕн. Тăван район, республика, çĕршыв аталанăвĕшĕн кунран кун çитĕнÿллĕрех вăй хумалла.  Çамрăк ăрăва мĕн пĕчĕкрен сирĕн пек паттăр та хăюллă, вăйлă та чăтăмлă пулма вĕрентмелле. Сире кура пирĕн ачасемпе мăнуксем те  Тăван çĕршыва юратма, унăн пуласлăхĕшĕн яваплăха туйса ÿсчĕр.

Хаклă çыннăмăрсем! Сире çирĕп сывлăх, телейлĕ те вăрăм кунçул сунатăп. Тата нумай-нумай çул пурăнăр. Çывăх çыннăрсем яланах юнашар пулччăр.  

 

  Район  администрацийĕн  пуçлăхĕ                               Ю. А. Иванов.

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика